Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑрӗн (тĕпĕ: чӑмӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑх ҫине анса ирттернӗ юлашки экспедици 1972 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ: паянхи куна илес пулсан Юджин Сернанпа Харрисон Шмитт Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине кайса килнӗ юлашки ҫынсем шутланаҫҫӗ.

Последняя лунная экспедиция с высадкой состоялась в декабре 1972 года: Юджин Сернан и Харрисон Шмитт являются на сегодняшний день последними людьми, посетившими естественный спутник Земли.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ — Ҫӗн чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине аннӑ астронавтсен списокӗ.

Список людей, побывавших на Луне, — перечень астронавтов, совершивших высадку на поверхность земного спутника.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Ҫӗр чӑмӑрӗн вӑтам тӑрӑхӗсем сивӗ тӑрӑхпа шӑрӑх тӑрӑхсем хушшинче тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Умеренные пояса земного шара двумя широкими полосами тянутся между жарким и холодными поясами.

Вӑтам тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑвӑр тӑмран тунӑ ҫӗр чӑмӑрӗн моделӗ ҫинче сивӗ тӑрӑхӗсене паллӑ тӑвӑр).

Обозначьте их на сделанных вами глиняных моделях земного шара.)

Сивӗ тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус вӑл — ҫӗр чӑмӑрӗн моделӗ.

Глобус — модель земного шара.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. Глобус тӑрӑх пӑхса пӗлӗр: ҫӗр чӑмӑрӗн кӑнтӑр енчи ҫуррине хӑш тӗнче пайӗсем, ҫурҫӗр енчинче хӑш тӗнче пайӗсем пур; экватор урлӑ хӑш тӗнче пайӗсем каҫса каяҫҫӗ.

2. Рассмотрите по глобусу, какие части света находятся в южном полушарии, какие — в северном; какие части света пересекаются экватором.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем — ҫӗр чӑмӑрӗн полюсӗсем.

Это — полюсы земного шара.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗн икӗ точки пӗрре те ҫавӑрӑнса ункӑ тумаҫҫӗ.

А две точки земного шара совсем не описывают кругов.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус ҫинче ҫӗр чӑмӑрӗн пысӑкрах пайне шыв хупласа тӑни курӑнать.

На глобусе видно, что вода покрывает большую часть земного шара.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫийӗнче ҫиелте мӗн пур // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус вӑл ҫӗр чӑмӑрӗн кӗлеткине пит тӗрӗс пӗлтерсе тӑракан япала.

Глобус — самое верное изображение земного шара.

Глобус // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗн, паллах, тенӗлӗ те, подставки те ҫук.

У земного шара, конечно, нет ни оси, ни подставки.

Глобус // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр ҫинче тӑракан ҫынсен урисем пурин те ҫӗр чӑмӑрӗн варринелле, ҫӗр центрӗ патнелле.

Ноги всех людей, стоящих на земле, направлены к середине земного шара, к его центру.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Terran 1 хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче нимӗнле усӑллӑ япала илмен, анчах компанире каланӑ тӑрӑх ракета Ҫӗр чӑмӑрӗн аялти орбитине хӑйӗнпе пӗрле 1250 килограмм таран илме пултарать.

Terran 1 не несла полезной нагрузки во время своего первого полета, но в компании говорят, что ракета будет способна вывести на низкую околоземную орбиту до 1250 килограммов.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Иккӗмӗш ступенӗ уйрӑлнӑ вӑхӑтра, Ҫӗр чӑмӑрӗн аялти орбити патне ҫитеспе, ракетӑпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.

Ракета столкнулась с аномалией во время отделения второй ступени, когда она направлялась к низкой околоземной орбите.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ.

Исследователи надеются, что им повезет, и они смогут наблюдать возможные водяные столбы, поднимающиеся с поверхности Европы, близкой по размерам к земной Луне.

Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html

Кунсӑр пуҫне — ҫӗр чӑмӑрӗн пур кӗтесӗнче те агентсен тытӑмӗсем чӑмӑртанаҫҫӗ.

Кроме того, будет организована сеть агентов, рассеянных по земному шару.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чи малтанах «Ҫӗр чӑмӑрӗн мӗн пур пайӗнче пӗлмен вырӑнсене уҫакансен тата тӗпчекенсен пӗрлӗхне» йӗркелемелле.

Основать «Общество открытий и исследований во всех частях земного шара».

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑн умӗн вӑл аппаратӑн хрусталь шарикне пӳрнипе пусать, анчах аппаратра — ҫӗр чӑмӑрӗн тӑхӑр вун виҫӗ пункчӗн номерӗ, ҫав вырӑнсенче хӑна ҫурчӗсенче е ҫак тӗллевпе ятарласа ҫӗкленӗ ҫуртсенче малтанах пӳлӗмсем хатӗрлесе хураҫҫӗ.

Перед этим он нажимал хрустальный шарик аппарата, заключающего в себе номера девяносто трех пунктов земного шара, где находились заранее приготовленные помещения в гостиницах или нарочно построенных для такой цели зданиях.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Иртсе каякан карапсенчен кунта ҫырусем хура-хура хӑвараҫҫӗ; вӗсем ҫӗр чӑмӑрӗн пур кӗтесне те ҫитеҫҫӗ.

Сюда с мимо идущих кораблей бросаются письма, попадающие во все концы света.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур.

Нужно много денег, чтобы посетить каждый уголок земного шара, а так бесплатно можно познакомиться с различными странами.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех