Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртасан (тĕпĕ: чӑмӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит лайӑх тӑм, сӗтпе ҫӑрнӑ пек тачка тӑм, — алла тытса чӑмӑртасан, сӗткенӗ пӳрне хушшинчен юхса тухассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тытса чӑмӑртасан эпӗ сан пӳрнӳсене пӗр ҫӗре ҫыпӑҫтарса лартма пултаратӑп.

Когда я сжимаю, я смогу склеить твои пальцы в одну кучу.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Акӑ вӑл киле, ҫак эреветлӗ-теветлӗ, хӗр пек пит-куҫлӑ, ҫинҫе пилӗклӗ, чӑмӑртасан хул хушшине вырнаҫакан хӗрарӑм патне ҫитрӗ те, чун-чӗре йӑлт лӑпланчӗ, халӗ Тукая ҫут тӗнчере нимӗн те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмах чӗнмесӗр унӑн аллине тытса чӑмӑртасан Консуэло Галеран адресне ҫырчӗ; Галеран хӗрарӑма уя ертсе тухрӗ.

Молча пожав ему руку, Консуэло записала адрес Галерана, и он проводил ее на пустырь.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӗл Мучи! — терӗ Таня, лешӗ унӑн аллине чӑмӑртасан.

Дед Мороз! — сказала Таня, когда он сжал ее ладонь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сывпуллашса пирӗн алӑсене тытса чӑмӑртасан, Зойӑна пӗр кӗнеке пачӗ:

Пожав нам на прощанье руки, он с серьезным лицом протянул Зое книжку:

Аркадий Петрович // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Алла чӑмӑртасан вӗсем «САНА» тесе вуланаҫҫӗ.

Все вместе они сложились в слово «ТЕБЕ».

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Икӗ ҫамрӑк ҫемье чӑмӑртасан йывӑрлӑхӗ пулсах пынӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Чӑмӑртасан телефон аппаратне аса илтерекен аллипе водитель енчи алӑка туртса уҫрӗ, Элекҫей чӗрҫи ҫине ҫӗр тенкӗ пӑрахрӗ.

Руками, напоминавшими в зажатом виде телефонный аппарат, он открыл дверь со стороны водителя и бросил на колени Алексея сто рублей.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех