Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртаса (тĕпĕ: чӑмӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуралма вӑл, малтанах каламаллаччӗ, чышкӑ чӑмӑртаса, тӗпекпеле ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Апла эсир вӑл Семен Павлович Краснов? — тата хыттӑнрах чӑмӑртаса силлерӗ вӑл Хура Ҫимунӑн аллине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир кӗрӗр-ха, кӗрӗр, Ваҫук, пӳртелле, — Ваҫукӑн аллине ӑшшӑн чӑмӑртаса, ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Иван пичче.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗпӗртенех килтӗм ак, — терӗ, Хура Ҫимун, Сантӑркка пултӑрӗн аллине чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура маска ҫав самантрах ӑна вӑйпа чӑмӑртаса илчӗ те, вӑр-вар лапчӑнса ҫаврӑнса, Ҫтаппан аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса йӑтрӗ те хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа аллинчи тӗссӗрленнӗ блокнотне хыттӑнрах чӑмӑртаса сиввӗн:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пыратӑр-и? — ыйтрӗ каччӑ, хӗр аллине хытӑрах чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Чышкине чӑмӑртаса Хветура патне пырать.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Мӗнле, ӑҫтан сиксе тухрӗ ку телей капла? — тӗлӗнчӗ вӑл, укҫа хутаҫҫине кӑкӑрӗ ҫумне хаваслӑн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Акӑ ҫакна курнӑ-и эс? — чышкине чӑмӑртаса кӑтартрӗ Лука Павлович.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ аллипе сылтӑм кӑкӑрне чӑмӑртаса тытрӗ — ҫӗр каҫа вӑл та карӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле Ванюшӑн аллине хыттӑн чӑмӑртаса тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпир вӑл кӗтӳҫе тытса паратпӑр-ха пӗрре, — тет чышкисене чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ман алла чӑмӑртаса тытрӗ.

И взял меня за руку.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эпӗ сире халех каласа паратӑп, — тет Валя, куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, чӑмӑртаса тытнӑ тутрине куҫӗсем патӗнчен илсе.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсир ун пек калама хӑяймастӑр!.. — кӑшкӑрса илчӗ Завьялов, чышкисене чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакна вӑл хӗрӳллӗн, пӗр урине маларах пусса, чышкисене чӑмӑртаса калать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Кам ирӗк панӑ сире… — чышкисене чӑмӑртаса кала пуҫлать Завьялов.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Алкум алӑкне уҫса янӑ-яманах: — Вӗлеретӗп! Ниҫта та ан тар! Вырӑнтан ан хускал! — кӑшкӑрчӗ вӑл, туйине хытӑрах чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех