Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртансан (тĕпĕ: чӑмӑртан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш автономийӗ чӑмӑртансан ҫӗнӗ ӑнлав ҫуралнӑ ⎼ «тӗп чӑвашсем», ахаль калаҫури пек палӑртсан ⎼ «шупашкар чӑвашӗсем».

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫемье чӑмӑртансан, ывӑл ҫуралсан, хайхи Улька та манӑҫа тухса пырӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Савнӑ ҫынни Тоньӑпа пӗр ҫемьене чӑмӑртансан хӑйне хӑй алла илчӗ, ӑшӗнче тек никама та хам ҫывӑха ямӑп тесе тупа турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫамрӑксем пӗр ҫемьене чӑмӑртансан йӑва ҫавӑрма пулӑшаҫҫех вӗсене Павловсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— «Матви, телейӗм, пуҫа хӑвӑрт ҫавӑртӑн-ҫке эсӗ манӑнне, юрататӑп сана», иксӗмӗр пӗр чӑмӑра чӑмӑртансан, чӗреме лӑпкӑн-лӑпкӑн сӑрхӑннӑччӗ евӗк сассу, — каллех пуҫланӑ кӗвве кӑлтӑртаттармасӑр чӑтаймарӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малтан ӑна хресченсем чухӑнсен комитетне суйланӑ, унтан, ҫамрӑккине, хут пӗлменнине пӑхмасӑрах, Совет председательне лартнӑ, каярахпа, ялта пӗрремӗш партячейкӑ чӑмӑртансан, вӑл ун пуҫне тӑнӑ.

Мужики выбрали его сначала в комбед, затем, несмотря на молодость и неграмотность, поставили председателем Совета, а позже, когда сколотилась на деревне первая партячейка, он стал ее вожаком.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫыннӑн, хӑй пеккисемпе пӗрле чӑмӑртансан, ӑнлан, вӑй ӳсет.

Тут у человека, пойми, сила оттого, что он с такими же еще, как сам он, в одно целое входит.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех