Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑматӑн (тĕпĕ: чӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн ишетӗн юр ҫинче аманнӑ ҫерҫи пекех, чӑматӑн эс юр ӑшне анра пуҫлӑ ӑсан пек?

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Асту, итленӗ пул, унсӑрӑн эсӗ ыранах Казанкӑна чӑматӑн

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗри хӑйӑр ҫинчен сиксе тӑрса хумсем ӑшне чӑматӑн, ишетӗн…

Вскакиваешь с горячего песка, ныряешь в волны, плаваешь…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ӑшӑкрах чӑматӑн, хыҫу курӑнать.

Мелко плаваешь, сахарницу видно.

Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.

Ун ҫине пӑхсан мана ҫакӑн пек туйӑнса кайрӗ: ҫӳлтен парашютсӗр-мӗнсӗр, алӑсене саркаласа кӑна сик — пурӗпӗр пӗтместӗн, ӳксе ҫӗмрӗлместӗн, ҫак шавлӑ, ҫӑра ҫулҫӑсем ӑшне чӑматӑн та, вӗсене изумруд тӗслӗ кӑпӑк пек сирпӗтсе, каллех ҫӳлелле, ачаш хӗвелӗн пайӑркисем айне сиксе тухатӑн.

Казалось, прыгни на нее сверху — без всякого парашюта, а просто так, широко раскинув руки, — и ты не пропадешь, не разобьешься, а нырнешь в этот шумливый густой поток и, раскидывая, как брызги, изумрудную пену листьев, вынырнешь опять наверх, под лучи ласкового солнца.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Енчен те хутора хӗрлисем тытса илсен, ун чух ӑҫта чӑматӑн?

— А ежели красные заберут хутор, куда денешься?

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех