Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑлхисем ӑшӗнчен те ҫавӑн чухлех пуҫтарӑнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урисем ҫинчи чӑлхисем те унӑн ҫамка ҫинчи ҫӑлтӑр пек шап-шурӑ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кам та пулин кан ҫине туфлисемпех хӑпарать пулсан, унӑн чӑлхисем ҫӗтӗк, тесе халӑх ахалех каламасть, — терӗ Дасаоцза.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чӑлхисем епле…
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ой, чӑлхисем!
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Унӑн мокасинӗсем исленчӗк тир татӑкӗсем евӗр пулса кайнӑ, чӑлхисем темиҫе ҫӗртен шӑта-шӑта ҫӗтӗлсе пӗтнӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Чӑлхисем таса мар, чӑлха ҫӗвви ура хырӑмӗ ҫинчен айккинелле пӑрӑнса кайнӑ хӗрарӑм ҫине пӑхма кӑмӑллӑ мар.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Владек, вӗсене хирӗҫ ларса, Стефанин пурҫӑн чӑлхисем ҫат ҫавӑрса илнӗ мӑнтӑр ура хырӑмӗсене тата Людвигӑн яштак урисене пӗлекен ҫын пек пӑхкалама пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Темиҫе ҫӗрте саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, шӑлавар вӗҫӗсене кунчисем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ шурӑ чӑлхисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; ҫавӑнпа куҫ илми ытараймасӑр пӑхать те казак тӑхӑнса ҫӗтейми хулӑн тӗпӗсемпе, йӑлтӑрти ҫутӑ тӗс пуклешкисемпе илӗртсе ӑмсантаракан акӑлчан ботинкисем ҫине.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, ним чӗнмесӗр, Обломовшӑн тӑрӑшать: унӑн кашни кӗпи мӗнлине пӗлсе тӑрать, унӑн ҫӗтӗлнӗ чӑлхисем ҫинчи шӑтӑксене шутлать, вӑл вырӑн ҫинчен хӑш ури ҫине малтан пусса тӑнине пӗлет, унӑн куҫне хӑҫан урпа тухнине, вӑл мӗнле апата мӗн чухлӗ ҫинине, хаваслӑ е кичем пулнине, мӗн чухлӗ ҫывӑрнине асӑрхасах тӑрать, — Обломов хӑйшӗн кам иккенне, хӑй уншӑн ма чӑрманнине пӗлме шутламасӑр, уншӑн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1