Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑлхине (тĕпĕ: чӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мелке пек пуҫлӑ хӗрарӑм тӑрса ларчӗ, сухӑр чӑмлаканни чӑмлама чарӑнчӗ, чӑлха саплаканни чӑлхине сак ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Чӑлхине хывӑттӑм… урине ҫӑвӑттӑм… Чӗрӗ ҫеҫ таврӑнтӑр», — ӑшӑннӑ вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗпе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗске кастарнӑ хура ҫӳҫне арӑш-пирӗш сапалантарса ҫӳрекенскер сӑмсине нӑш-нӑш туртса илетчӗ, пушанса лӗнчӗленнӗ чӑлхине урам варринчех йӑкӑлт-йӑкӑлт кукленсе тӳрлететчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Амӑшӗ тем пирки тарӑн шухӑша путса унӑн чӑлхине сапласа ларать.

Мать штопала носок, погруженная в глубокое раздумье.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ ҫапла, ырӑ ҫынсем ҫинчен шухӑшласа ларса, пичче чӑлхине сапласа пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана, ӗҫсӗр ларма ан вӗрен тесе, пиччен ҫӑм чӑлхине саплама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑлхине хывса хӑрах урине ҫеҫ ӑшӑ патнелле тӑсма ӗлкӗрет вӑл, ашшӗ хӑлхаран ҫатӑрласа тытнипе ҫӗре татӑлса анать.

И едва стянул чулок и протянул к огню ногу, как отец ухватил его за оба уха и стащил на пол.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑрса чӑлхине тӳрлетсе тӑхӑнать вӑл.

Заметив это, мальчик поправляет чулок.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗттӗм ҫӗрте Янтул чӑлхине улшу тӑхӑннӑ-мӗн.

Яндул впотьмах надел разные носки.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашкинчен унӑн аялалла тата каялла пӑхакан куҫӗсем Джессин ҫурӑлнӑ пурҫӑн чӑлхине асӑрхарӗҫ.

Наконец, его направленные вниз и назад глаза заметили разорванный шелковый чулок Джесси.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тумтир тӗркемне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса Джесси унран хурарах хӗрлӗ кӗпине силлесе кӑларчӗ те йӑнӑш тӳмелерӗ; пуҫне кӑвак шарфпа хупларӗ; йӑпшӑна-йӑпшӑна чупса хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ; чӑлхине, ури тӗлне лекнӗ пушмакне тӑхӑнчӗ, укҫана ҫыру чикрӗ те — чӳрече уҫса тӑкӑрлӑкри тротуар ҫине сиксе анчӗ.

Прижав к груди ворох одежды, Джесси вытряхнула из него коричневое платье, криво застегнув кнопки; окутала голову голубым шарфом; крадучись, бегом вернулась к себе; натянула чулки, сунула ноги в какие попало туфли, захватила деньги, письмо и выскочила, открыв окно, на тротуар переулка.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ван-Конета курсан вӑтанса кайрӗ, пӗшкӗнчӗ те чӑлхине тӳрлетме пикенчӗ, унтан Сногден ҫине темӗн каласшӑн пек тинкерчӗ те — калаҫма пуҫламашкӑн аптӑраса тӑрса тутине пӳрнипе сӑтӑрать.

Увидев Ван-Конета, он смутился и, нагнувшись, стал поправлять чулок; затем бросил на Сногдена выразительный взгляд и принялся водить пальцем по губам, не решаясь заговорить.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Акула чӑлхине саплать, ун ҫунатти чупать, чупать, — Роэнӑпа килӗшрӗ Гонзак.

» — Рыбы штопают чулки, пустив бегать плавники, — поддержал Гонзак Роэну.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Асанне хӑйӗн туфлипе чӑлхине хыврӗ те мана алӑран ҫавӑтса шыва илсе кӗчӗ, манӑн выртас килмерӗ, мӗншӗн тесен шывра сивӗччӗ.

Бабушка сняла свои туфли и чулки и меня за руку повела в воду, и я не хотел ложиться, потому что холодно в воде.

Асанне мана пӗчӗк карап туса пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Фокана апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме мӗн кирлине парсан тата чиркӳ ҫыннисене сӑйлама кукӑль пӗҫермелли ҫинчен аса илтерсен, вӑл ӑна ячӗ, чӑлхине тытрӗ те каллех ман ҫывӑха ларчӗ.

Выдав Фоке требуемую провизию и напомнив ему о пироге, который надо бы приготовить для угощения причта, она отпустила его, взяла чулок и опять села подле меня.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тирпейсӗр халатне чалӑшшӑн хупласа хунӑ, ӳт тӗслӗ чӑлхине хура ҫиппе сапланӑ.

Неопрятный халат запахнут криво, на светлом чулке видна черная штопка.

1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Чи малтан вӑл хӑй ҫийӗнчен пӗртен-пӗр мӑшӑр хулӑн ҫӑм чӑлхине хывса упӑшкине панӑ, унтан вӑл Ильич виҫӗмкун витере япӑх выртнӑ пирки катертсе килнӗ ӗнерчӗк айӗнчи кӗҫҫепе — Ильич урисем шӑнасран — атӑ шӑтӑкӗсене питӗрме май килтернӗ.

Во-первых, она сняла с себя толстые шерстяные единственные чулки и дала их мужу; а во-вторых, из потника, который лежал плохо в конюшне и который Ильич третьего дня принес в избу, она ухитрилась сделать стельки таким образом, чтобы заткнуть дыры и предохранить от сырости Ильичевы ноги.

VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Женя чӑлхине хыврӗ те, парашютран тунӑ пурттенкепе урине чӗркесе, аттине аран тӑхӑнчӗ.

Женя сняла чулки и, обернув ноги тонкой портянкой из парашюта, с трудом натянула сапоги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Власьевна шуралса кайрӗ, пукан ҫинчен тӑчӗ те ҫыхакан чӑлхине ӳкерчӗ.

Власьевна бледнеет, поднимается со стула и роняет вязанье.

Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫапла мӑкӑртатса Власьевна сасартӑк Чижик умне чӗркуҫленсе ларчӗ, ун урисенчи сандалипе чӑлхине вӑр-вар хывса илчӗ, урисене таса пир татӑкӗпе шӑлса типӗтсе таҫтан тупнӑ пысӑк ӑшӑ ҫӑм носки тӑхӑнтарчӗ.

Так ворча, Власьевна вдруг быстро опустилась на колени перед Чижикуй, ловко стянула с нее сандалии и чулки, крепко вытерла ноги чистой тряпкой и натянула откуда-то взявшиеся большие теплые шерстяные носки.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех