Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсемпе (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек йӑла ⎼ кӑкӑр ум тӗррине пир татӑкӗ ҫине тӗрлесе кӗпе ҫумне ҫӗлесе хурасси ⎼ чӑвашсемпе пессерменсен XX ӗмӗрчченех сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Дунай тӑрӑхӗнчи авалхи пӑлхарсем ⎼ чӑвашсемпе ҫывӑх хурӑнташлӑ пулнӑ йӑхсем ⎼ ҫӳллӗ конус евӗрлӗ, тӗпеклӗ калпаксемпе ҫӳренӗ, чӗркуҫҫирен иртекен кӗпепе сӑхман, йӗм тата кӗске атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ.

Из-за невероятного желания изучить свой родной язык он не только выучил родной язык, но и, встречаясь с чувашами, живущими в Париже и Берлине, снял о них фильм.

Хутарта чӑваш чӗлхи ҫинчен фильм ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37753.html

Ӗлӗкхи Тилли-ҫын, Тилли-Юрӑҫӑ ҫуралнӑ, пурӑннӑ, вилнӗ пулсан, Тилли-сӑнар вилмӗ, яланах чӑвашсемпе пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сире эпир, хӗвеллӗ тутарстан ҫӗршывӗнчи чӑвашсемпе удмуртсем, паянхи кун ҫакӑнта чи хаклӑ тӑвансене кӗтсе илнӗ пек хапӑл туса йышӑнатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑвашсемпе удмуртсем ӗлӗкренпех туслӑ пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑвашсемпе пӗрле ку ялта удмуртсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл та ытти чӑвашсемпе танах йывӑр ӗҫе пула сухапуҫ хӑми пек кукӑрӑлӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков, паллакан чӑвашсемпе тӗл пуласран сыхланса, айккинелле кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Збанацкий хӗрӗ те ашшӗ ҫулӗпе пырать: Лариса Юрьевна Кураколова чӑвашсемпе украинецсем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен диссертаци ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Иванов-Пайман хӑйӗн «Кӗпер» романӗнче чӑвашсемпе вырӑссем хушшинчи туслӑха сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Пӗлтерӗр: Укаслу полковник чӑвашсемпе, тейӗр.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунти эрех савӑтне таврари чӑвашсемпе вырӑссем улпутсемпе халӑх ӗнси ҫинче пурнакан харампырсене илсе килсе хупса хунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Валтиелӗнче чӑвашсемпе салтаксем хушшинче хаяр ҫапӑҫу пынине, салтаксем пӑшаллӑ иккенне, ял ҫыннисем, вӗсем хӗснине чӑтаймасӑр, вӑрманалла чакнине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, акӑ, Гаврилӑпа пӗрле ыранах Юнкӑ тӑрӑхне, Чикме еннелле тухса каятӑп: унти чӑвашсемпе ҫармӑссене, вырӑссене ҫӗклесе, Чулхула еннелле хускатас.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене юнашар училищӗре вӗренекен вырӑс ачисем кӑшкӑрса саламларӗҫ, чӑвашсемпе пӗрле революциллӗ юрӑсем юрларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Патша тӳре-шарипе улпут-хуҫасене хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ чӑваш ӗҫ ҫыннисом майлӑ пулса, «Шупашкарти хӑма ҫуракан савӑтри рабочисем те ӗҫе пӑрахнӑ», Атӑлкасси ҫывӑхӗнчи салари вырӑс хресченӗсем те, Атӑл урлӑ чӑвашсемпе кӳршӗлле пурӑнакан мари хресченӗсем те чӑвашсем мӗн ыйтнине ырлаҫҫӗ, вӗсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулса тӑраҫҫӗ, май ҫитнӗ таран вӗсене кӗрешӳре пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анатри чӑвашсемпе вирьялсем хушшинчи уйрӑмлӑх чӑнах чылай иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Владимир Ильич, хӑвӑртрах сывалма сунатпӑр сире, чӑвашсемпе тутарсем».

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ну, Чӗмпӗртенех мар та, ун ҫывӑхӗнчен. Чӑвашсемпе тутарсем пире Владимир Ильича ҫак кучченеҫе килсе пама хушрӗҫ», — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех