Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чышкӑ сăмах пирĕн базăра пур.
чышкӑ (тĕпĕ: чышкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чышкӑ кӗрешӗвне пӑхакан халӑх чышкӑпа ҫапса ураран ӳкернине яланах алӑ ҫупса саламланӑ.

В обычае завсегдатаев боксерских состязаний приветствовать удачный нокаут громкими изъявлениями восторга.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.

И кулак не особенно чтоб особенный — так, с тыкву-травянку величиной; а случилось как-то на пахоте на быка осерчать, кнут затерялся, — стукнул кулаком — лег бык на борозде, из ушей кровь, насилу отлежался.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуралма вӑл, малтанах каламаллаччӗ, чышкӑ чӑмӑртаса, тӗпекпеле ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӗрне часах хӑваласа ҫитсе, ик-виҫӗ чышкӑ тыттарса, вӗлтӗрен ӑшнелле вӑркӑнтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ хамӑн чышкӑ санӑн йӑпӑлка, ирсӗр совеҫӳ ӑшне кӗрсе ларасран хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паян ҫурӑлнисем ҫеҫ, ав, йӗкӗр чышкӑ пысӑкӑш сарӑлса, куҫа йӑмӑхтарса, тӗксӗм хӗрлӗн ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫук, чышкӑ лекместчӗ пулӗ ӑна, мӗншӗн тесен чукун ҫул ҫинчи пӗчӗк поселокра, тӗрлӗрен ҫӗртен килнӗ ҫамрӑксем йышлӑччӗ пулин те, виҫӗ уйӑх хушшинче пӗр харкашу та пулса иртмен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Упандиров чышкӑ лекессе кӗтсе тӑман, хӳрине тӗвӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл ҫавнашкал хӑтланни хӑшне-пӗрне килӗшмен: «Ҫынсем тар тӑкса укҫа тӑваҫҫӗ — эсир ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса кӗлмӗҫленетӗр. Чышкӑ тутанса пӑхас килмест-и?!» — тенӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Анчах пурӑна-киле Анукпа амӑшне те Иванпа амӑшӗн артакех, хисепех ҫаврӑнса тухать: пӗчӗк айӑпшӑнах, пурнӑҫри ӑнсӑрт такӑнушӑнах анӑш-тӑнӑш, хирлешӳ-харкашу, чышкӑ муклашки, патакӗ-пушши…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Михӗн пӗрмечеллӗ анине шӑп та шай ҫичӗ метр сарлакӑш тутартӑм, тӗпне йӗкӗр чышкӑ кӗмелӗх шӑтӑк кастартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ахтупай ӑна хӑваласа ҫитсе пӗрре-иккӗ чышкӑ парасшӑнччӗ — хапхаран игумена хирӗҫ Северьян кӗни кансӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картишӗнче унта вӗрлӗк купаласа тунӑ хӳме пур; хӳмере чышкӑ кӗмелӗх шӑтӑк пур: ҫав шӑтӑкран курнӑччӗ Иливан Хабибана, ҫавӑнтанах ӑна пӗр ывӑҫ чечек тыттарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан патшуна, унти княҫсене аса илсен манӑн тӳрех чышкӑ чӑмӑртанать.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна-кӑна кӗтмен Петӗр юрать пуҫне пӗшкӗртме ӗлкӗрчӗ: ҫур пӑт таякан чышкӑ пуҫ ҫинчи кепкӑна ҫеҫ сирпӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Тепӗр кун манӑн хӑлха чышкӑ пек шыҫса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Коротков пукан пек лутра, типшӗм, чышкӑ пек пӗчӗкҫӗ пит-куҫлӑ.

Короткое же был совсем низенький, худой, и лицо не больше кулачка.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старик чупса тухрӗ те Чышкӑ пачӗ Сетнерне.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тем калама тӑнӑ Иштереке ураран ӳкерсе темиҫе хутчен чышкӑ пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иливан тӗттӗмре чышкӑ ҫеҫ кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех