Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чышкусемпе (тĕпĕ: чышкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын курман чухне хӑвӑн пурнӑҫна ылханатӑн, чышкусемпе юнатӑн…

Проклинать судьбу и грозить кулаком, когда этого никто не видит…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Чышкусемпе эсӗ сыхланарах хӑтлан, пан Дзебек.

— Осторожнее с кулаками, пан Дзебек.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Мӗншӗн эсӗ, тӑмпуҫ, ахальренех чышкусемпе юнатӑн?

Зачем, пустой человек, зря кулаком махать?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чышкусемпе Рязань хӗрарӑмӗ ухватпа чыхнӑ пек чыхатӑн: хав, хав!..

Суешь кулаками, точно рязанская баба уфатом: хоу, хоу!..

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Эсӗ мана ҫурӑмран чышкусемпе тӑрӑшсах кӳпкерӗн, хӑвах тата тарӑхса ҫитнипе: «Хӗнетӗп-хӗнетӗн ҫакна, вӑл пур, чунсӑр кӗлетке, чул пекех хытса ларнӑ», — тесе макӑрса ятӑн.

— Это ты меня гвоздила по спине кулаками и сама же плакала от злости и говорила: «Бью, бью его, а он, идол, как каменный!»

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тархасшӑн, ара хӑвӑн шухӑшна окружкома ҫырса пар, капла халь епле вара, сасӑласа ирттертӗмӗр пулать те, эсӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн чышкусемпе хӑмсарма тытӑнатӑн-и, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ райисполком председателӗ милици начальникне.

Пожалуйста, пиши свое мнение в окружком, а этак что же, проголосовали, и ты начал после драки кулаками махать, — урезонивал начальника милиции председатель райисполкома.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех