Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чышкисене (тĕпĕ: чышкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чышкисене чӑмӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпир вӑл кӗтӳҫе тытса паратпӑр-ха пӗрре, — тет чышкисене чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑй ҫав тери тарӑхса чышкисене чӑмӑртанине пытарас тесе, Завьялов аллисене кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсир ун пек калама хӑяймастӑр!.. — кӑшкӑрса илчӗ Завьялов, чышкисене чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакна вӑл хӗрӳллӗн, пӗр урине маларах пусса, чышкисене чӑмӑртаса калать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Кам ирӗк панӑ сире… — чышкисене чӑмӑртаса кала пуҫлать Завьялов.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов чышкисене чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑшместӗр ҫурӑлса тухасла сывларӗ, чышкисене чӑмӑртаса Ахпӑлат еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тип» ун патнелле чышкисене чӑмӑртаса ҫывхарчӗ.

«Тип» шагнул к нему со сжатыми кулаками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ас ту, теп, Волонтер! — ирӗксӗрех чышкисене чӑмӑртарӗ хӗремесленсе кайнӑ шофер.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мирун, йӑпӑр-япӑр сиксе тӑрса, чышкисене чӑмӑртарӗ, куҫӗсене усаллӑн чарса пӑрахса, ашшӗ умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗскер, эп этем мар-им? — чышкисене чӑмӑртасах кӑшкӑрчӗ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗшлӗ пӑшалсӑр юлсанах, икӗ аллипе пуҫне тытса, кутӑн чакрӗ, чышкисене чӑмӑртаса, урипе тапса, хытӑ кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Янтул куҫӗ вут та хӗм сирпӗтсе тӑрать, сӑнӗ тискер, чышкисене чӑмӑртаса тытнӑ.

глаза Яндула метали искры, кулаки были сжаты,

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун сиксе тӑрать те чышкисене чӑмӑртаса халӑх еннелле ҫаврӑнать.

Шахрун поднялся и, яростно потрясая кулаками, двинулся на толпу.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашкинчен куҫран пӑхса, чышкисене чӗркуҫҫи ҫине хурса ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса ун ҫине пӑхрӗ-пӑхрӗ те тарӑхнипе чышкисене чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене илтсен халиччен ним чӗнмесӗр ларакан йӗкӗт, Сарыевӑн аслӑ ывӑлӗ, нар пек хӗрелсе кайрӗ те чышкисене чӑмӑртаса Бурнаш умне сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер Шупашкарта икӗ ҫамрӑк водитель темскер пайламан — ҫул варрине тухсах чышкисене ирӗке яма тытӑннӑ.

Вчера в Чебоксарах двое молодых водителей что-то не поделили — вышли на середину дороги и начали размахивать кулаками.

Шупашкарта икӗ каччӑ ҫапӑҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33128.html

Тукай ун ҫине сиксе ӳкме хатӗрленсе чышкисене чӑмӑртарӗ, лешӗн ҫумне тепӗр тутар ачи пырса тӑнине асӑрхасан ҫеҫ лач! сурса айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех