Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ манӑн чурасем санӑн чурусемпе пӗрле кайӗҫ, 9. вӗсем ман валли нумай йывӑҫ касса хатӗрлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ лартас Ҫурт аслӑ та чаплӑ пулмалла.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗри ӑна каланӑ: ырӑ пулсамччӗ, эсӗ те хӑвӑн чурусемпе пырсамччӗ, тенӗ.3. И сказал один: сделай милость, пойди и ты с рабами твоими.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1