Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуришӗн (тĕпĕ: чура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Болгаришӗн, тӗрӗксен ҫав чуришӗн чунӑм ыратать манӑн…

У меня душа болит за Болгарию, за эту бедную турецкую рабыню…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем патшана мухтаса, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе, чӗререн савӑнса хӑйсен килӗсене саланнӑ.

И благословили царя и пошли в шатры свои, радуясь и веселясь в сердце о всем добром, что сделал Господь рабу Своему Давиду и народу Своему Израилю.

3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.

как говорил! не осталось неисполненным ни одного слова из всех благих слов Его, которые Он изрек чрез раба Своего Моисея; 57. да будет с нами Господь Бог наш, как был Он с отцами нашими, да не оставит нас, да не покинет нас, 58. наклоняя к Себе сердце наше, чтобы мы ходили по всем путям Его и соблюдали заповеди Его и уставы Его и законы Его, которые Он заповедал отцам нашим; 59. и да будут слова сии, которыми я молился [ныне] пред Господом, близки к Господу Богу нашему день и ночь, дабы Он делал, что потребно для раба Своего, и что потребно для народа Своего Израиля, изо дня в день, 60. чтобы все народы познали, что Господь есть Бог и нет кроме Его; 61. да будет сердце ваше вполне предано Господу Богу нашему, чтобы ходить по уставам Его и соблюдать заповеди Его, как ныне.

3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех