Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Шуйтан чурин, пӗтме маннӑ хӗрупраҫӑн ҫыннисем!
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Турӑ чурин чунӗ туха пуҫланине туйрӗ пуп.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗтӗм Израиль Санӑн саккунна пӑсрӗ — пӑрӑнчӗ, Сана итлесшӗн пулмарӗ; ҫавӑншӑн пире Турӑ чурин Моисейӗн саккунӗнче ҫырӑннӑ ылханпа айӑплав ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кам та пулин хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине куҫӗнчен ҫапса ӑна сиен тӑвать пулсассӑн, вӑл вӗсене куҫшӑн ирӗке кӑларса ятӑр; 27. хӑйӗн арҫын чурин е хӗрарӑм чурин шӑлне ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсассӑн, вӑл вӗсене шӑлшӑн ирӗке кӑларса ятӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1