Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку халӑха тыткӑнран илсе тухрӑм, Хамӑн чурамсем, пророксем, урлӑ вӗрентрӗм, вӗсене итлес темерӗҫ, Манӑн канашӑмсене тиркерӗҫ, тет.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр; 14. Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп, 9. Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вӑл ҫапла тӳлесе ирӗке тухаймасассӑн, юбилей ҫулӗнче вӑл хӑй те, унпа пӗрле унӑн ачисем те ун патӗнчен тухӗҫ, 55. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем — Манӑн чурасем; вӗсем — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Манӑн чурамсем.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие; 40. вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр, 41. юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр, 42. мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар; 43. уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1