Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, хӑйсен ашшӗсем пурӑннӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ; вӗсем, вӗсенӗн ачисем, ачисен ачисем ӗмӗр-ӗмӗрех ҫавӑнта пурӑнӗҫ; Манӑн Давид чурам ӗмӗрех вӗсен пуҫлӑхӗ пулӗ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Манӑн Давид чурам вара вӗсенӗн Патши тата пуринӗн Кӗтӳҫи пулӗ, вӗсем ӗнтӗ Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑрӗҫ, вӗсене туса тӑрӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсен Турри пулӑп, Манӑн Давид чурам вӗсем хушшинче пуҫлӑх пулӗ.24. И Я, Господь, буду их Богом, и раб Мой Давид будет князем среди них.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ан хӑра, Иаков чурам: Эпӗ — санпа пӗрле; Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пӗтӗмпех пӗтерӗп, сана пӗтермӗп, анчах сана тивӗҫлипе хаса кӑтартӑп; хаса кӑтартмасӑр хӑвармӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ вара, Иаков чурам, ан хӑра, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана аякри ҫӗршывран, санӑн вӑрлӑхна вӗсен тыткӑнӗнчен ҫӑлӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнма пуҫлӗ, ӑна текех никам та хӑратаймӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара, Манӑн Иаков чурам, ан хӑра, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана инҫетри ҫӗршывран, санӑн йӑхна тыткӑн ҫӗрӗнчен ҫӑлса кӑларӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӑна текех никам та хӑратмӗ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй чунӗн аслӑ ӗҫӗ ҫине Вӑл кӑмӑллӑн пӑхӗ; Турра пӗлнипе Вӑл — Сӑваплӑскер, Манӑн Чурам — чылайӑшне тӳрре кӑларӗ, вӗсен ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ Манӑн Чурам ӑнӑҫуллӑ пулӗ, асла тухӗ, ҫӗкленӗ, мухтавлӑ пулӗ.13. Вот, раб Мой будет благоуспешен, возвысится и вознесется, и возвеличится.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ҫивӗч хӗҫ пек тунӑ; Мана Хӑй аллипе хупӑрланӑ, Манран ҫивӗчленӗ ҫӗмрен тунӑ; Мана Хӑйӗн йӗннинче упраса усранӑ; 3. Мана ҫапла каланӑ: Израиль, Эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ Сан урлӑ чапа тухӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иаков, Израиль, ҫакна асту: эсӗ — Манӑн чурам; сана Эпӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ; Манӑн чурам эсӗ, Израиль, Мана манса ан кай.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа калать: Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Манӑн чурам пек суккӑрри, Манӑн хыпарҫӑ пек, Эпӗ янӑ хыпарҫӑ пек, хӑлхасӑрри кам пур? Ҫӳлхуҫанӑн савнӑскерӗ пек суккӑрри, Ҫӳлхуҫанӑн чури пек суккӑрри кам пур?
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ, 9. эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер — 10. ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн Исаия чурам, Египета тата Эфиопи ҫӗрне мӗн пуласса пӗлтерсе, виҫӗ ҫул хушши ҫарамас та ҫарран ҫӳренӗ евӗр, 4. Ассири патши, Египета намӑса хӑварса, Египетран тыткӑна илсе каякансене, Эфиопирен куҫарса илсе каякансене — ҫамрӑккисене те, ваттисене те — ҫаппа-ҫарамассӑн та ҫарран хӑваласа илсе кайӗ.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иова каламалли сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, Ҫӳлхуҫа Феман ҫыннине Елифаза каланӑ: сана тата санӑн икӗ тусна ҫилленнипе ҫиллӗм вӗресе тӑрать: Ман ҫинчен эсир Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламарӑр.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫирӗп те хастар пул: Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре ҫак халӑха эсӗ валеҫсе парӑн; 7. анчах ҫирӗп те питӗ хастар пул, хӑвна Моисей, Манӑн чурам, халалласа хӑварнӑ пӗтӗм саккуна тӗплӗн уяса, пурӑнӑҫа килтерсе пыр; хӑвӑн пӗтӗм ӗҫне ӑслӑ-тӑнлӑ туса пырас тесессӗн, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2