Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ савӑнсах килӗшнине курсан, ял Совет председателӗ ӑна чутах ыталаса чуптумарӗ:
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Володя тек чуптумарӗ, Аня йӗресрен хӑрарӗ пулас, анчах вӑл кас-кас ӑна хытӑ чӑмӑртарӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӑйне хӑй тытма пӗлнӗрен ҫеҫ вӑл инженерсене тытса чуптумарӗ пулас.Видимо, привычная сдержанность помешала ему запросто расцеловаться с ними.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Казак урапа ҫитти айӗнчен винтовка кӑларса илчӗ, арӑмне аллинчен тытрӗ, ҫынсем умӗнче чуптумарӗ, арӑмӗн кӑштӑркка аллине пӗр хушӑ хӑйӗн аллинче чӑмӑртаса тӑчӗ ҫеҫ, унтан темскер пӑшӑлтатса каларӗ те дружинник хыҫҫӑн шкул еннелле утса кайрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ҫапла, паллах, — ҫирӗплетрӗ Обломов, унӑн аллине канва ҫинчен илсе, анчах чуптумарӗ, пӳрнисене хӑйӗн тутисем патне ҫывхартса ҫеҫ ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ, вӗсене вӑл чылайччен тытса тӑма шутларӗ пулас.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхине ашшӗ ӑна яланхи пек пырса чуптумарӗ.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Николай Антоныч хӗрсех каймасӑр, ҫапах та пӗтӗм чӗринчен Кораблева сывлӑх сунчӗ — чуптумарӗ вӑл, аллине кӑна пачӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1