Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптуман (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Явӑнса тӑракан йӗпхӗм хура ҫивӗчӗсем парка та вӑрӑм, хура куҫ харшийӗсем чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнчӑк, ҫын чуптуман тутине мӑкӑнь чечекӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрне… хӑйӗн тӑсӑмне вара вӑл пӗрре те курман, ыталаман, чуптуман, алӑра сиктермен.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл мана ватлӑхра ҫын чуптуман кӑкӑрӗпе ӑшӑтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уяв кунӗсенче те, вырӑссен авалхи йӑли тӑрӑх, пӗтӗм халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, хуратул кукӑлӗпе тата симӗс эрехпе хӑналаннӑ вӑхӑтра та, — ҫӑвӑн пек кунсенче те Стёпушка кӑларса лартнӑ сӗтелсемпе пичкесем патне пыман, никам умӗнче те пуҫ тайман, улпут аллине чуптуман, приказчикӑн мӑнтӑр та ҫуллӑ алла тултарса панӑ стаканран улпут пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра тата унӑн сывлӑхӗшӗн пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе яман; тен, пӗр-пӗр ҫемҫе чун мӗскӗне, иртсе пынӑ май, хӑй ҫисе ярайман кукӑль татӑкне парса хӑварнӑ пуль.

Даже, бывало, в праздничные дни, дни всеобщего жалованья и угощения хлебом-солью, гречишными пирогами и зеленым вином, по старинному русскому обычаю, — даже и в эти дни Степушка не являлся к выставленным столам и бочкам, не кланялся, не подходил к барской руке, не выпивал духом стакана под господским взглядом и за господское здоровье, — стакана, наполненного жирною рукою приказчика; разве какая добрая душа, проходя мимо, уделит бедняге недоеденный кусок пирога.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Чуптуман эпӗ ӑна… пӗр хутчен те… — калама тытӑнчӗ Ян Братишка.

— Целовать не стал… даже ни одного раза не… — начал было Братишка Ян.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Чуптӑвӑр, мана сестрица, тесе ыйтнӑ моряк, эпӗ ҫамрӑк, мана халиччен пӗр хӗр те чуптуман, унсӑрӑн вилмешкӗн те питӗ кӳренмелле», — тенӗ.

«Поцелуйте, — просит, — меня, сестрица, потому как, — говорит, — молодой я, меня ещё ни одна девушка не целовала и обидно мне без этого помирать».

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Ҫӳремен унпа пӗр йӗкӗт те, никам та ӑна каҫсерен вӑййа чӗнмен, ыталаман, чуптуман, ҫепӗҫ-ҫепӗҫ сӑмахсем каласа чӗрине пыллӑхлатайман.

Не звали парни ее вечерами на игрища, не обнимали ее талию крепкие руки у речки под березой, никто, жарко не целовал у ворот дома при расставании.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Андрий нихӑҫан та ӑна чуптуман.

Андрий никогда их не целовал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

«Ача, калама та ҫук, илемлӗ, анчах вӑл хӑй илемлине пӗлеймест-ха. Тутисем — ача тутисем, чуптуман тутасем», тесе хӑйӗн хӑнӑхнӑ хӗрарӑм куҫӗсемпе паллӑ турӗ Франциска.

«Красив мальчишка, без спору, хотя этого еще не знает. Губы еще детские, нецелованные», — опытным женским взглядом отметила Франциска.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче яланах тӳрӗ чунлӑ, пӗрне-пӗри вӗсем вунӑ ҫултан туй кунӗнчинчен те хытӑрах, илемлӗрех юратаҫҫӗ, ҫак вунӑ ҫул хушшинче вӗсем пӗрне-пӗри кӑмӑл туртман, юратман чухне пӗрре те чуптуман, чӗререн тухман пӗр сӑмах каламан.

Но зато же ведь они и честны друг перед другом, они любят друг друга через десять лет после свадьбы сильнее и поэтичнее, чем в день свадьбы, но зато же ведь в эти десять лет ни он, ни она не дали друг другу притворного поцелуя, не сказали ни одного притворного слова.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Князьпа княгиня хӑйсен ҫемйипе килеҫҫӗ; князь кӑвак ҫӳҫлӗ старик, пергамент евӗрлӗ сарӑхнӑ питлӗ, тӗксӗм те чармак куҫлӑ, сарлака кукша ҫамкаллӑ, виҫӗ ҫӑлтӑрпа, ылтӑн табакеркӑпа, яхонт тыткӑчлӑ туяпа, бархат атӑпа; княгиня — сӑнӗпе те, пӗвӗпе те чипер хӗрарӑм, унӑн пилӗк ача пулин те, ун патне нихҫан та, никам та, князь хӑй те, ҫывӑхне пыман, ӑна ыталаса чуптуман пек туйӑнать.

Приезжали князь и княгиня с семейством: князь, седой старик, с выцветшим пергаментным лицом, тусклыми навыкате глазами и большим плешивым лбом, с тремя звездами, с золотой табакеркой, с тростью с яхонтовым набалдашником, в бархатных сапогах; княгиня — величественная красотой, ростом и объемом женщина, к которой, кажется, никогда никто не подходил близко, не обнял, не поцеловал ее, даже сам князь, хотя у ней было пятеро детей.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

18. Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.

18. Впрочем, Я оставил между Израильтянами семь тысяч [мужей]; всех сих колени не преклонялись пред Ваалом, и всех сих уста не лобызали его.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех