Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптаракан (тĕпĕ: чуптар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр каҫа, чӑнах та, ҫил улшӑннӑ, пӗлӗтсене хӑваласа салатнӑ, халӗ вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен, утне ҫӑмӑл юртӑпа чуптаракан Сӑпание сулахай енчен вӗрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑмӑртса чуптаракан пӗр кучерӗ тӗлӗннипе тилхепине ӳкерсе пирӗн ҫине шӑтарас пек пӑхса тӑрать.

Кучер конки засмотрелся на нас и выронил вожжи.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл, утсене ӑмӑртмалла чуптаракан жокей пек, яланах пуринчен малтан сиксе тухма тӑрӑшать! — терӗ Стефани кӑшт йӗрӗннӗ пек кулса.

Он, словно жокей на скачках, всегда стремится выскочить первым! — с полупрезрительной улыбкой сказала Стефания.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Малалла пӑхрӗ те, хӗрлисен малалла чуптаракан отрячӗ горизонт тӗлӗнче пӑнчӑ пек хуралса тӑнине курчӗ.

Посмотрел вперед и увидел, как чернеет точками и мчится, исчезая у закатистого горизонта, красный отряд.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Качӑртатакан хытӑ юрлӑ, йывӑҫсем ҫине йӑлтӑркка пас тытнӑ, шупка изумруд тӳпеллӗ, мӑръесем ҫивчӗ ҫӗлӗк евӗр тӗтӗмлӗ, самантлӑха уҫнӑ алӑксенчен пӑс мӑкӑрланакан сивӗ ҫанталӑклӑ, ҫынсен пичӗсене ҫыртса илнӗ пек хӗретекен, шӑнса кайнӑ лашасене вашаватлӑн чуптаракан, лӑпкӑ та уяр, шартлама сивӗллӗ шурӑ хӗл тӑрать.

Стояла белая зима с жестокою тишиной безоблачных морозов, плотным, скрипучим снегом, розовым инеем на деревьях, бледно-изумрудным небом, шапками дыма над трубами, клубами пара из мгновенно раскрытых дверей, свежими, словно укушенными лицами людей и хлопотливым бегом продрогших лошадок.

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ку вӑл ҫынсем ӗҫсӗр-мӗнсӗр пурӑнмалли пӗртен-пӗр вырӑн, кунта ҫынсене Петербурга пӗтӗмӗшпех хупӑрласа тӑракан суту-илӳ ӗҫӗ те, укҫа-тенкӗ интересӗ те хӑваласа килмен Морской, Гороховӑй, Литейнӑй, Мещански тата ытти урамсенче ҫуран, кӳмесемпе е ҫӑмӑл урапасемпе чуптаракан ҫынсен пичӗсем ҫинче ҫӑткӑнлӑх, ӗмӗтсӗрлӗх палӑрса тӑрать пулсан, Невски проспектра тӗл пулнӑ ҫын ытлашши эгоист мар пек туйӑнать.

Здесь единственное место, где показываются люди не по необходимости, куда не загнала их надобность и меркантильный интерес, объемлющий весь Петербург; кажется, человек, встреченный на Невском проспекте, менее эгоист, нежели в Морской, Гороховой, Литейной, Мещанской и других улицах, где жадность, и корысть, и надобность выражаются на идущих и летящих в каретах и на дрожках.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех