Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнинчен (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ ҫын ку, чупнинчен паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ сассинчен, мӗнле вӗҫнинчен тата мӗнле чупнинчен вӑл чылайӑшне уйӑрса илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малалла лаша чупнинчен те хытӑрах ыткӑнса, пӗкӗ тӗлӗнчи сӳсмен пӑявӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Жоржетта тин ҫеҫ утма вӗренет-ха, ҫавӑнпа та вӑл чупнинчен ытларах пере-пере анать; ҫавӑнпа та ӗнтӗ тӑватӑ уран шуса пиччӗшӗсене хӑвалама тытӑнчӗ.

Жоржетта следовала по залу за братьями, но она была не особенно тверда на ногах и посему предпочитала передвигаться на четвереньках.

IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех