Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупакансен (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти ретсем ҫийӗнчех хыҫалтиленсе тӑватӑ уран упаленеҫҫӗ, чупакансен кӗлеткисен хушшинче хӑйсен пуҫӗсене страус евӗр пытарма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Передние ряды, мгновенно став задними, поползли на карачках, пытаясь, подобно страусам, затолкать свои головы меж туловищами бегущих.

V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Начбриг хӗҫӗпе сулкаласа, чупакансен ӗретӗнчен ҫур утӑм маларах пырать.

Взмахивая шашкой, начбриг бежал на полшага впереди цепи.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Суранланнисем йынӑшаҫҫӗ, пульӑсем пӗр вӗҫӗмсӗр шӑхӑраҫҫӗ, чупакансен аттисем йывӑррӑн каптӑртатаҫҫӗ.

Раненые стонали, пули беспрестанно свистели, сапоги бегущих тяжело стучали.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Чӑн та, Олимпиада ҫулӑмӗ Шупашкара ҫитсен, йӑтса чупакансен йышне кӗртмен мӑнтарӑна, ура айӗнче ан пӑтрантӑр тенӗ ахӑртнех.

Действительно, когда Олимпийский огонь достиг Чебоксар, беднягу не пустили в число несущих, чтобы не мешалась под ногами видимо.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

«Йӗлтӗрпе чупакансен хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ. «Труд» хуҫалӑхӑн ӗҫ ударникӗ Елизавета Михайлова йӗлтӗрпе вӑйлӑ чупнӑ. Вӑл нумай арҫынна кая хӑварнӑ».

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Тӗслӗхрен, барьерсем урлӑ 110 метра чупакансен тупӑшӑвӗнче Сергей Шубенков ҫӗнтересси пирки никамӑн та иккӗленӳ пулмарӗ.

Например, никто не сомневался, что в беге на 110 метров с барьерами победит Сергей Шубенков.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех