Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗсӗр (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ пӗччен, алӑри пӗртен пӗр хӗрӗмпе тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн, сисӗмлӗ этем чунӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те шыраман.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Поразомнӑм кости? — чее ҫӑткӑнлӑх лӑймакине путнӑ шӗвӗ металл тӗслӗ куҫне чалтӑртаттарса, тутине йӳҫсе хӑпарнӑ чуста пекех йӗлпӗнтерчӗ Вертихвостов, чӑваш чунӗсӗр чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗрсӗр, пӗр выльӑх чунӗсӗр мӗнле пурнӑҫ пултӑр?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗрхенӗр пӑртак, пачах ӗне чунӗсӗр тӑрса юлатпӑр-ҫке! — вӗҫӗмсӗр тархасларӗҫ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана лаша чунӗсӗр йывӑр пулать, Яхуте.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпен-майӗпен чи хаклӑ пуянлӑхсӑр — вӗҫсе ҫӳрекен тӗлӗнмелле чунӗсӗр — пуҫне пӗтӗмпех ҫухатрӗ; хавшаклӑхне аркатрӗ, шӑм-шакӗ сарӑлчӗ, ӳт-кӗлетки тӗрекленчӗ, шуранкалӑхӗ хӗвелпе пиҫсе улшӑнчӗ, алли-ури шухӑшсӑр, капӑр унчченхи хусканӑвӗсене хӑйӗн вӑйне шанса тӑмалӑх йӑрӑлӑхпа ылмаштарчӗ, шухӑшлӑ куҫӗсенче вара ҫулӑм ҫине пӑхса тӑракан ҫыннӑнни пек ҫутӑ йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.

По-немногу он потерял все, кроме главного — своей странной летящей души; он потерял слабость, став широк костью и крепок мускулами, бледность заменил темным загаром, изысканную беспечность движений отдал за уверенную меткость работающей руки, а в его думающих глазах отразился блеск, как у человека, смотрящего на огонь.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Инҫетри горизонтра палӑракан ҫӗр тӗми таранах хир тӳпи пӗр ҫын чунӗсӗр, пуш-пушӑ тӑсӑлса выртать…

В безлюдье пустовал бугор, простираясь до дальнего кургана на горизонте…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех