Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗсем (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫченех пӗр хускалмасӑр ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тӑван килти пек темле-темле ырӑ тӗлӗксем курчӗҫ, анчах вӑранса тӑрса ларсан, каллех чунӗсем ыратса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай ҫынна терт кӳнӗ вӑл ҫавӑн пек алхасса, чӗлхесӗр янаварсене те хӗрхенмен, ураран ӳкиччен, чунӗсем тухиччен хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӗсем хӑйсем те ҫак патшалӑхпа ҫыхӑннине туйса илчӗҫ пулас та, чунӗсем ҫӳҫенсе илчӗҫ, ирӗксӗрех пӗр-икӗ утӑм туса, чула пӑрахса чакса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкпа пӗр пулса кайнӑ ҫын чунӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ларчӗҫ кӑна лӑшш! кайрӗҫ чунӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чунӗсем хӑйсен савӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Иккӗшӗн чунӗсем пӗр-пӗрин енне туртӑнни те палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак икӗ чун, Тоньӑпа ун хӗрачи, пӗрре Думитру ҫине, тепре амӑшӗ ҫине тем ӑнланса илме тӑрӑшнӑн пӑха-пӑха илекен Оля, такамран та ҫывӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ; халь, ҫапла чӗнмесӗр, хускалмасӑр ларнӑ самантра, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, хушши ҫывӑхланса-ҫывӑхланса пынӑ пек, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, чунӗсем пӗрлешсе-пӗрлешсе пынӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ик ял халӑхӗ ӑна унччен те юратсах кайман, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсен чунӗсем пушшех те сивӗнчӗҫ унран.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чунӗсем пӗрин те канмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ятпа хӳтӗленсе ҫӗр ҫинче усал ӗҫсем туса пурӑннӑ ҫынсен чунӗсем ман патшалӑха нихӑҫан та лекеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун ҫинчен ман патшалӑха — ҫын куҫне курӑнман чикӗсӗр, вӗҫсӗр тӗнче уҫлӑхне -кӗме тивӗҫ ҫынсен чунӗсем ҫеҫ пӗлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ухантей вилнӗренпе виҫҫӗмӗш кунне асӑнсан чунӗсем кӳтсе ҫитнипе тӗкӗрҫӗсем мӑрса патне, вӑл пурӑнакан ҫӗре каяс терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗсем сисрӗҫ пулас ҫав: ӳлӗмрен вӗсем кунта тек килсе ҫӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Митрополит вӗсене чир-чӗртен сывалса ҫитес тесе турра ытларах кӗл тума хушать, вӗсен чунӗсем ҫитес вӑхӑтрах ҫылӑхсенчен тасаласса шанса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне вырас чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗ сан урлӑ Сӗве вӑрринче тӑракан мӗн пур ратнӑй ҫынсене хӑйӗн архипастырь саламне ярать, — митрополит шучӗпе, унти воинсен чунӗсем йӑлтах ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа унти ҫынсем хушшинче чирлисем питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вут тивретсе янӑ типӗ ӑвӑ пекех вӗсем — чунӗсем хускалсан нимпе те тытса чараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йытӑ тесен — йытӑ мар Ҫав фашистсен йӑхӗсем, — Армути пек йӳҫӗхсе Тӑраҫҫӗ пуль чунӗсем.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ун шучӗпе, вӗсем хӑйсен чунӗсем лӑпкӑ маррине пытарасшӑн.

что у этих балагуров тоже неспокойно на душе.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех