Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗпе (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина Иосифовна авалхи тӗрӗ-эреше пӗтӗм чунӗпе юратса пӑрахнӑ: шыранӑ, тупнӑ, тишкернӗ, вӗсене тепӗр хут чӗртсе ҫӗнӗ сулӑм панӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл чӑвашӑн пархатарлӑ чунӗпе ӳнер пултарулӑхне уҫӑмлӑрах кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Вӑл пӗтӗм чунӗпе пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳрех сисрӗ ӑна Эрхип, тарӑхнӑ чунӗпе туйрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрӳ Хӗветӗр, чунӗпе шухӑ пулин те, ҫулӗпе ҫамрӑк мар ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мана ҫапла юратма пӳрмерӗ вӗт, — пӗр кӗвӗҫмесӗр, тӳрӗ чунӗпе каласа хунӑччӗ вӑл пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче тупа турӗ: вӑл унӑн кӑна пулӗ, чунӗпе те, ӳт-пӗвӗпе те.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗне кӗмен ҫын ҫутҫанталӑка чунӗпе ӑнланса, унпа килӗшсе пурӑнать, ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пӗтӗм чунӗпе ҫакна кӗтсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун пек чухне ӑна ним те кирлӗ марччӗ, телейлӗччӗ вӑл, чунӗпе таҫта ҫити вӗҫсе каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ҫывӑракан Пӗчӗк принцра ман кӑмӑл-туйӑма темрен те вӑйлӑрах хускатаканни, паллах, — вӑл хӑйӗн чечекӗшӗн чунӗпе хавхаланни.

трогательней всего в этом спящем Маленьком принце его верность цветку, образ розы,

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл сурӑхшӑн чунӗпе хӗмленни те ҫавнах ӗнентерет.

и ему хотелось иметь барашка.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Социализмла ҫӗршыва чунӗпе парӑннӑ тӑватӑ хастарлӑ ҫын — Папанин, Кренкель, Федоров, Ширшов Ҫурҫӗр полюсӗ патӗнче, ишсе ҫӳрекен пӑр ҫинче пурӑннӑ.

У Северного полюса, на пловучей льдине жили четыре отважных, преданных социалистической родине, человека; Папанин, Кренкель, Федоров, Ширшов.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вара кӗрнеклӗ, ирӗклӗ ман утӑм, Чун пӗрлешет этемлӗх чунӗпе

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

— Шуса хӑпарать те тӳрех ҫӑвакан машина ӑшне кӗрсе каять, — хӑлаҫланать чунӗпе ҫамрӑкланнӑ мучи.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

83 ҫулта пулин те чунӗпе ҫамрӑк-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Вӑл 39 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунӗпе юратса пурнӑҫлать, тӗрлӗ мероприяти, выставкӑсем ирттерет, кирлӗ информаципе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Пур ӗҫе чунӗпе парӑнса тӑвакан хӗрарӑм кирпӗч заводӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Эсӗ те ӑна кӑмӑлламаннине пӗлсен малашне епле пурӑнӗ аманнӑ чунӗпе?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах сак вырӑна хӑйӗн тарӑн туйӑм-сисӗмлӗ чунӗпе илемлетекен ҫын пурӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех