Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунупа (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата эсир хӑвӑр та вӑл вӑхӑт сирӗн маррине хӑвӑрӑн чунупа ӑнланатӑр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сана питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ — эсӗ ытла та йӑваш чунлӑ ҫын пулнӑ, эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ чунупа киленсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Мӗнех, — каллех илтӗнсе кайрӗ Турӑн мӑнаҫлӑ сасси, — суйласа илме пултаратӑн: чунупа ман патшалӑха пыратӑн-и е мӑшӑру патне тамӑка каятӑн-и…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ, ак, куратӑп, пӗтнӗ ҫын эсӗ, Варвари, чунупа нишлӗ, ирсӗр ҫын.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Коля тес, Коля та Оксана хӑраххи: кӑмӑлпа ан парӑн, чунупа ҫирӗп пул, тет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чунупа мӗскӗн эс, Янтул пичче.

— Душой ты слаб, дядя Яндул, вот что.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑвашран писнӗ пулнӑ эс, вырӑс ҫумне чунупа ҫыпӑҫайман.

Потому что чуваш ты чуждаешься, к русским душой не прибился.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чунупа эсӗ — революцишӗн тӑракан ҫын, анчах вӑйу сахал.

Душой ты верна, но слаба.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ывӑлӑм! — терӗ вӑл юлашкинчен, — Турӑ санӑн чунупа калаҫман тесе калама хӑяймастӑп эпӗ.

— Сын мой! — промолвил он наконец, — сохрани меня боже сказать, что Господь не беседовал с твоей душой.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Эпӗ сан патна ҫӑкӑр-тӑварпа пырсан, эсӗ мана чунупа йышӑн, эпӗ сан патна пӑрӑҫпа пырсан, чӗрӳпе йышӑн! — ҫак сӑмахсене каласан, ӑна сӗтел хушшине хӑйпе юнашар лартрӗ.

— Я до тебя с хлебом-солью, а ты до меня с душою, я до тебя с перцем, а ты до меня с сердцем! — и усадил ее за стол рядом с собою.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла тӑвасшӑн: чунупа та, ӳтӳпе те эсӗ манӑн пул, илтетӗн-и?

Так вот я хочу, чтоб ты был моим и душой и телом, слышишь?

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Маттур йӗкӗтсене эпӗ куркаланӑ, эсӗ вӗсенчен маттуртарах, чунупа пит-куҫу та хитререх санӑн.

— Видала я молодцов, а ты удалей и краше их душой и лицом.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Ут-пӳпе те, чунупа та гимнастика тӑвас пулать санӑн.

Нужна и телесная и душевная гимнастика.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чунупа ыйтатӑн эсӗ, — хӑй сӑмахне хӑех шанса каларӗ Саня, — тултан кӑна юриех ним те мар пек кӑтартма тӑрӑшатӑн.

— Ты просишь в душе, — убеждённо возразила Саня, — а внешне притворяешься, что тебе безразлично.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

10. Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11. Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.

10. А ты последовал мне в учении, житии, расположении, вере, великодушии, любви, терпении, 11. в гонениях, страданиях, постигших меня в Антиохии, Иконии, Листрах; каковые гонения я перенес, и от всех избавил меня Господь.

2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.

27. Он сказал в ответ: возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим, и всею душею твоею, и всею крепостию твоею, и всем разумением твоим, и ближнего твоего, как самого себя.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: «эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; 30. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт!

29. Иисус отвечал ему: первая из всех заповедей: слушай, Израиль! Господь Бог наш есть Господь единый; 30. и возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим, и всею душею твоею, и всем разумением твоим, и всею крепостию твоею, - вот первая заповедь!

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»: 38. ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; 39. иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».

37. Иисус сказал ему: возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим и всею душею твоею и всем разумением твоим: 38. сия есть первая и наибольшая заповедь; 39. вторая же подобная ей: возлюби ближнего твоего, как самого себя.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Халӗ вара Ҫӳлти Турӑ, эсӗ ҫак хулашӑн пӗтӗм чунупа хурланнине, чӗрӳне ыраттарнине курса, унӑн чапӗн ҫутипе унӑн илемне кӑтартрӗ.

50. Ныне же Всевышний, видя, что ты скорбишь душею и всем сердцем болезнуешь о нем, показал тебе светлость славы его и красоту его.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.

10. Не верь врагу твоему вовек, ибо, как ржавеет медь, так и злоба его: 11. хотя бы он смирился и ходил согнувшись, будь внимателен душею твоею и остерегайся его, и будешь пред ним, как чистое зеркало, и узнаешь, что он не до конца очистился от ржавчины; 12. не ставь его подле себя, чтобы он, низринув тебя, не стал на твое место; не сажай его по правую сторону себя, чтобы он когда-нибудь не стал домогаться твоего седалища, и ты наконец поймешь слова мои и со скорбью вспомнишь о наставлениях моих.

Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех