Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чулӗ (тĕпĕ: чула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиккимра ҫӗр айӗнчи тӗрлӗ пуянлӑха кӑлараҫҫӗ, вӗсен шутӗнче: пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк.

В Сиккиме ведется добыча различных полезных ископаемых, включающих медную руду, доломит, известняк, графит, слюду, железную руду и уголь.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫӗр айӗнчи пурлӑх шутне пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк кӗреҫҫӗ.

Полезные ископаемые включают медную руду, доломит, известняк, графит, слюду, железную руду и уголь.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Арман чулӗ пек ҫаврӑнса кайрӗ ҫӗр Ҫимун ури айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча чулӗ тикӗс мар, Ашши-ташши пит хаяр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чулне сцена умнех, халӑх курмалли ҫӗре, кӗрӗслеттерсе пӑрахрӗ, чулӗ ванмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чавса кӑларнӑ чулӗ пысӑк та мар, анчах, йӑтма тӑрсан, самаях йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сылтӑм алли пысӑк мунча чулӗ суйласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арман чулӗ сассине илтсенех Ваҫукӑн чӗри урӑхларах тапа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗри мунча чулӗ ҫине сапнӑ пулсан, чашкӑрса пӑс ҫӗкленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах та тӑмасть, пуҫ тӑрринчех арман чулӗ евӗр кӗмсӗр-кӗмсӗр туса, аслати сасси йывӑррӑн кусса каять.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр йывӑр чулӗ ҫав-ҫавах пусса тӑчӗ: «Заклада мӗн хурса ҫӑкӑр туянас-ха?»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫук, тем пулсан та хуткупӑса заклада хумастӑп!» — татӑклах шут тытрӗ те Анук, чӗрине пусаракан пӗр пысӑк чулӗ хӑпса ӳкнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шалта вара — Везувийӗн капланса ҫитнӗ, шӑранса ирӗлнӗ чулӗ тухма хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ку ӑна арман чулӗ пек пусарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсене — тӑлланӑ, хӑйне арман чулӗ йӑттарнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кӑвак хаклӑ чулӗ Вӗселисӑн куҫне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑрҫӑ чулӗ ҫаврӑнать, ҫынсене ҫӑтса авӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арман чулӗ!

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр тесен чулӗ вӑл ҫӑлтан аякрах та мар икӗ ҫырма пуҫӗ тӗлӗнче выртатчӗ мар-и-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑл куҫӗ те, чулӗ те мӗнле пулнӑ ҫаплипех выртса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех