Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чулсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каплана-каплана килекен хумсем ҫыранта выртакан йывӑҫ вуллисене, капмар чулсене пыра-пыра ҫапӑнса ҫатӑлт-чӑмпӑлт! ҫатӑлт-чӑмпӑлт! сасӑ кӑлараҫҫӗ, кӑкарнӑ кимӗсем шыв вӑйне парӑнса чӳхенеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе шакӑл-шакӑл! «калаҫаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Атӑл шывӗ вӗтӗ-вӗтӗ хумсемпе чӑмпӑлт-чӑмпӑлт туса ҫыранти чулсене ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗрӗс те, чӑн малтан мӗн пулни паллӑ мар — те ҫав чулсене ытарайман ҫынсем кунта килсе тухнӑ, те ҫак йывӑҫсене ҫӗнӗ хуҫасем хӑйсем лартнӑ кунта.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем чулсене пӑрапа шӑтараҫҫӗ те шалти ту йӑхӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ.

Они сверлят камни и достают образцы горных пород.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑйпе пӗрле вӑл чулсене купипе кӗмсӗртеттерсе юхтарса пырать.

С шумом и грохотом он увлекает с собой груды камней.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрлӑхсем чулсӑртсене шутсӑр хытӑ шӑйӑраҫҫӗ, чулсӑртсене, чулсене ката-ката хӑйсемпе пӗрле илсе каяҫҫӗ.

С громадной силой они трут скалы, отрывают камни и обломки скал и уносят их с собой.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем хушшипе юхан-шывсем кӗрлесе пит хытӑ юхса анаҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле чулсене купипе тата темӗн чухлӗ хӑйӑр, юшкӑн юхтарса каяҫҫӗ.

Бешеными потоками мчатся реки среди гор, увлекая с собой груды камней, песка и ила.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пысӑк чулсем ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ, вӗсем урлӑ каҫа-каҫа каяҫҫӗ, шултӑра чулсене хӑйсемпе пӗрле йӑвантарса ҫулӗсем ҫинче кӗмсӗртеттерсе пыраҫҫӗ.

Наскакивают на каменные глыбы, перекатываются через них, тащат с собой крупные камни, громыхают ими по дну.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хытӑрах юхнӑ тӗлсенче шыв хӑйӑр пӗрчисене, вӗтӗ чулсене йӑвантарса пыни курӑнать.

Где течение быстрее, видно, как вода передвигает по дну ручья песчинки и мелкие камешки.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗреҫепе кӗреҫене хырса тасатни, чӑнк-чанк тутарни, чулсене шакӑртаттарса пӑрахни, «Эй, мӗскер эс унта?», «Ну-ка, хӑвӑртрах!», «Ҫук, ӑна мар, лешне!» тени илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх вара чӑнах та пысӑк та питӗ хаклӑ чулсене темиҫе ҫулта пӗрре кӑна тупаҫҫӗ.

По статистике действительно крупные и ценные находки случаются раз в несколько лет.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Апла пулин те вӑл кӗсьерен кӑларнӑ сигарет пачкипе шӑрпӑк курупкине пӗвенелле вӑркӑнтарчӗ, пӗчӗк кӗпер ҫине кукленсе ларнӑскер, аллине шыва чикрӗ: пӗве тӗпӗнчи хӑйӑр ҫинче выртакан вӗтӗр-шакӑр чулсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа вутчуль тупас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗчӗк пепке, темӗскере тӗллесе, аллинчи чулсене кӳлӗ еннелле ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урисемпе шуҫа-шуҫа (кӗлесӗр пушмак тӗпӗсем паян самай «ҫӗре таптанипе» ҫапла якалнӑ-ши?) пылчӑклӑ хӑйӑр, вӗтӗ чулсене кӑчӑр-кӑчӑр кӑчӑртаттарса вунӑ-вун пилӗк утӑм пек ҫыран хӗррипе тӑвалла, кимӗ станцийӗ патнелле хӑпарсан, вӗсен куҫӗ тӗлне будка евӗрлӗ лӑпсӑр-лапсӑр ҫуртпа юнашар ӗретсӗр пӑрахкаланӑ кивӗ, ҫӗрӗк хӑмасен купи лекрӗ (вӗсене такам вутӑ вырӑнне ҫунтарма пухнӑ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑрман вӗсене сарӑлса кайма памасть, шалкӑм ҫумӑр вӑхӑтӗнче, шпалсем айне сарнӑ хӑйӑрпа чулсене куҫасран, аварисем пуласран тата ҫул тунӑ чухне, тӑпра кӑларнӑ вырӑнти ҫӗре ишӗлесрен хытӑ сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Хула урамӗсем тӑрӑх ура айӗнчи чулсене кисретсе, сывламалла мар тусан кӑларса похода кайма тухнӑ стрелецсем, пищальниксем тата посошниксем иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул хӗрринчи темле катмар чулсене, крепость хӳмине, хан мечӗтне сӑнакаласа пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем, пӗр чулне тыткаласа пӑхрӗҫ те: — Ҫук, ку чулсене кӑларма вӑй ҫитерес ҫук, вӗсем ҫурри ытла ҫӗр ӑшӗнче, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кун хыҫҫӑн кӗлет еннелле пӑха пуҫларӗ, хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене кӗлет айӗнчи пысӑк чулсене катертме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех