Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиртен (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна паллакансем, ун патӗнче чиртен сывалнӑ ҫынсем хирӗҫ пулсан, ӑна сывлӑх сунса пуҫ тайнӑ, анчах Петр Петрович вӗсене асӑрхама пултарайман, вӗсене курман пекех иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пылпа чей ӗҫтерем-ха сана, Мария Тимофеевна Ҫумӑрта йӗпенсе ҫӳрекен ҫынна пыл кирлӗ, пыл чиртен лайӑх.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир хӑвӑр очеркӑрта пуринчен ытла чиртен сывалнӑ ҫын пирки ҫыратӑр, — терӗ вӑл, куҫне хут ҫинчен илсе.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Е тата ача чирлесен каллех Ҫилевӗр патне килнӗ: ҫурта ҫутса чиртен сыватма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Студентсем шӑпчӑксен юррине итле-итле тӗрлӗ рецептсене, выльӑх-чӗрлӗхе пӗр-пӗр чиртен епле сыватмалли пирки вӗренчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта пӑлансене чиртен сыватаҫҫӗ тата чиртен сыхлакан прививкӑсем тӑваҫҫӗ.

где оленей лечат и делают им предохранительные прививки.

Тундрӑра пӑлан ӗрчетесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Ҫак чиртен ҫӑлӑнса юлсан, хӑй те ӳлӗм сыхлануллӑрах пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кирек хӑш чиртен те мӗнле те пулин курӑк пур, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн хӑй яваплӑ, анчах та чиртен сыхланас тӗлӗшпе условисене тата сыхлӑх мелӗсене камӑн туса памалла?

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Хӑйсен чиртен сыхланмаллине шута илмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ҫавӑнпа та чиртен асӑрханас тӗлӗшпе те йӗрке ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи хӑрушӑ чиртен асӑрханасси пирки аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк тӑрӑхӗнче — патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... %83%d0%b6/

Чӑх-чӗпе вӑхӑтлӑ прививка туни чиртен упранма май парать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Хӑрушӑ чиртен сыхланма пулӑшать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килсен ашшӗ тӗрмерен ырӑ ятлӑн таврӑнас пек, йӑмӑкӗ йывӑр чиртен сывалас пек, хӗр библиотекарӗн кӑмӑлӗ йӑшӑлах ҫемҫелес пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чиртен сывалнӑ хыҫҫӑн Хура Качака ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулмарӗ: культура институтӗнче хӑй тӗллӗн вӗренекенскер Хусана экзамен тытма кайрӗ, унтан июль вӗҫӗнче кӑна каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Прививкӑсем вӑхӑтра туни вӑл е ку чиртен сыхланма, диспансеризаци витӗр тухни маларах тупса палӑртма май парать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Юрать-ха, апӑрша, хӑйне вуҫех сӳтӗлсе кайма, хакран кӑларма, кӗлерӗнме памарӗ, пурнӑҫ тилхепине яланлӑхах ҫухатса ямарӗ: хӑй ҫӑлтӑрӗн телейне ҫирӗппӗн, анчах вӑрттӑн — карттӑн ӗненсе, тухтӑрсем ӳкӗтленипе хӑпма пӗлмен усал чиртен татӑклӑнах сипленме килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Пуриспа арӑмӗн кӗтнӗ кайӑк йӑвара пулмарӗ: хурапа ҫӗнсе илнӗ «ирӗкре» ҫамрӑк мӑшӑр кун-ҫулне пӗртте ҫутӑ телей хӗвелӗ ҫутатмарӗ, чуп-чуп уйӑхӗ тӳп-тӳп уйӑхӗпе ылмашӑнчӗ (Пурис «туяннӑ шӑрҫа ҫурӑк пулнӑ» иккен!), Зина хырӑм хыҫҫӑн хырӑм ӳкерчӗ, каллех наркотик тыткӑнне лекрӗ (паян та вӑл ҫав чиртен пульницӑра стационарлӑ майпах сипленет).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ӑс-пуҫа сӗрӗмлентерекен, кӑмӑла авакан хӗрхӳ кӗвӗҫӳпе касӑлса, хӑрушӑ чиртен хӑтӑлса пӑртак йӑл илнӗ, анчах самаях ҫӳхелнӗ Ула Тимӗр ҫу уйӑхӗн пӗтмӗшӗнче, пӗр ирхине, тухтӑрсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫтарӑнкаласа, Республика сыватмӑшӗнчен Шупашкарӑн пӗр урамне тухса тӑчӗ, анчах киле сехет тӑрӑх ҫӳресе таврӑнма васкамарӗ — чи малтанах Атӑла курас, аслӑ юханшывӑн асамлӑ илемӗпе, хӑвачӗпе киленес кӑмӑл вӗлтӗртетрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех