Шырав
Шырав ĕçĕ:
чирлессинчен (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фельдшерпа акушер пункчӗсен тӗп тӗллевӗ ҫакӑнта: аптраса ӳкнӗ ҫынсене пирвайхи пулӑшу парасси; пациентсене сиплесси; учетри ҫынсене, вӑрҫӑ инваличӗсене, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене, сиенлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсене профилактикӑпа диспансер тӗрӗслевӗсем, диспансеризаци, флюорографи витӗр кӑларасси; ҫире пур тата ача кӗтекен хӗрарӑмсен сывлӑхне тимлӗхре тытасси; ӑнӑҫсӑр ҫемьесемпе ӗҫлесси; 1 ҫул ҫитмен ачасене сӑнаса тӑрасси, ҫавна май пӗчӗк ачасен вилеслӗхне чакарасси; ҫулталӑкченхи йывӑр чирлӗ пепкесене тӗрӗслесси; рахит, анеми чирӗсенчен профилактика тӑвасси; районти тӗп больницӑн тухтӑрӗсем ертсе пынипе эпидемисене хирӗҫ санитарипе гигиена мероприятийӗсем туса ирттересси, ҫавна май инфекци, паразит, професси чир-чӗрӗпе чирлессинчен, производствӑра е килте аманса сусӑрланассинчен сиресси.
Ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлӗҫ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=888&text=news-publikacii
Ачан ытарайми илемӗ ҫине, унӑн пӗчӗк аллисемпе урисем, мӗнпур кӗлетки ҫине пӑхса, вӗсем сахалрах савӑнаҫҫӗ, сахалрах киленеҫҫӗ, ача чирлессинчен е вилессинчен хӑраса вара нумайрах асапланаҫҫӗ (чирлесен е вилсен — пушшех те нумай ӗнтӗ).
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Чирлессинчен шикленесси-и?
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Сӑмах май, ҫынсем чирлессинчен сыхланмалли профилактика мероприятийӗсем те ОМС территори программине кӗреҫҫӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Страницăсем:
- 1