Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирленӗрен (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ Хӗрес сыватмӑшӗнче пуҫ мими чирленӗрен аптӑраса выртакан Тиррей ҫак ӗҫсене пӗтӗм кӑмӑлтан, киленсе пурнӑҫлать.

Он делал все это охотно, увлеченно, лежа на койке больницы Красного Креста с воспалением мозга.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лешӗ нумай вӑхӑт йывӑр чирленӗрен типсех кайнӑ.

Тот был истощен продолжительной, тяжелой болезнью.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Ӑш чирӗпе чирленӗрен отпуск пачӗҫ, тет.

Из-за внутренней болезни, говорит, отпуск дали.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Анчах вӑраха тӑсӑлакан, час тӳрлетме май ҫук чирпе чирленӗрен ҫав тери начарланнӑ пулнӑ.

Но захирел из-за длительной, плохо поддававшейся лечению болезни.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Люба ҫӳлех мар, акӑлчансен чирӗпе чирленӗрен халичченех хур уриллӗ, пилӗкӗ илемсӗр.

Любочка невысока ростом и, вследствие английской болезни, у нее ноги до сих пор еще гусем и прегадкая талия.

XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чирленӗрен ӑна пиччесемпе аппасем хулана больницӑна тӑтӑшах илсе каятчӗҫ.

Из-за болезни старшие братья и сестра ее часто возили на лечение в город.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Анне чирленӗрен колхоз ӗҫне питех тухаймастчӗ.

Из-за болезни мама на колхозные работы не часто могла выйти.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Атте чирленӗрен ир вилнӗ.

Отец от болезни рано умер.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Анчах та ҫав хушӑрах, официаллӑ статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра кашни ҫулах чирленӗрен ӗҫлеме пултарайман 2 миллион ытла куна шута илеҫҫӗ.

Но между тем, по данным официальной статистики, в республике ежегодно регистрируется более 2 млн дней нетрудоспособности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

23. Вару ыратнӑран, хӑв тӑтӑшах чирленӗрен малашне пӗр шыв кӑна ан ӗҫ, кӑштах эрех те хутӑштарса ӗҫ.

23. Впредь пей не одну воду, но употребляй немного вина, ради желудка твоего и частых твоих недугов.

1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех