Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирленӗ (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуан Себастьян Элькано должноҫа йышӑннӑ тӗле цингапа йывӑр чирленӗ пулнӑ.

К моменту вступления в должность Хуан Себастьян Элькано был тяжело болен цингой.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

— Апла пулсан эсӗ… аппендицитпа чирленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем мана сирӗн пата ярасшӑн маррине сисрӗм, ҫавӑнпа сире йывӑр чирленӗ пуль тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чирленӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чирленӗ эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— О-о-о, самаях чирленӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эсир чирленӗ пулас, — терӗ вӑл лӑпкӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуҫне чикнӗ, чирленӗ пек уткалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шел пулин те, вӑл ун чух хытӑ чирленӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Крым вал нимӗнрен ытла ӳпке чирӗпе чирленӗ ҫынсемшӗн усӑллӑ.

Особенно полезен Крым для легочных больных.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринчи иҫӗм ҫырли пахчисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унсӑр пуҫне тата час-часах выльӑх сап, ҫӗпӗр чирӗпе тата ытти чирсемпе те чирленӗ.

Кроме того, скот часто заболевал сапом, сибирской язвой и другими болезнями.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл тирпейлӗ те ӗҫе юратакан хӗрарӑмччӗ, чирленӗ пулин те, алсиш, нуски ҫыхатчӗ, сӑрламан урая шап-шурӑ пуличчен ҫӑватчӗ, ӗне сӑватчӗ, мунча та хутатчӗ.

Это была аккуратная и трудолюбивая женщина, несмотря на недуг, вязала варежки и носки, добела отмывала некрашеные полы, сама доила корову, топила баню.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Елизавета Ивановна (Галинан асламӑшӗ) ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн вӗриленсе чирленӗ, суккӑрланнӑ.

Мать Елизавета Ивановна (бабушка Галины) после сложных родов практически ослепла.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 371 909 ҫын чирленӗ.

Всего с начала пандемии заболели 371 909 человек.

Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирус инфекцийӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫӗнӗ даннӑйсем пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... rn-3463401

Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви юлашки талӑкра кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленӗ пирки даннӑйсене пичетлесе кӑларнӑ.

Минздрав Башкирии опубликовал данные по заболевшим коронавирусной инфекцией за последние сутки.

Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирус инфекцийӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫӗнӗ даннӑйсем пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... rn-3463401

Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

По данным сайта Стопкоронавирус.рф, за 11-17 сентября в нашей республике коронавирусом заболели 312 человек.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36073.html

Ача чирленӗ… ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав тӗле пӑхсан, темле йывӑр чирленӗ ҫын чӗрӗлсе вӑй илнӗ пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун шайӗнче ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ: «Тетте парнеле» – ача ҫурчӗсене, больницӑсене, Уфари хосписа теттесем парасси тата «Мастерской - теттесем хумалли госпиталь», унта кашни ача «чирленӗ теттене сыватма пултарать».

В его рамках пройдут благотворительные акции: «Подари игрушку» – с последующей передачей игрушек детским домам, больницам, уфимскому хоспису и «Мастерская-госпиталь для игрушек», где каждый ребенок сможет «вылечить заболевшую игрушку».

Уфара ача-пӑча теттисем валли госпиталь уҫӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3421694

Вилессе те вӑл халерпа чирленӗ ҫынна вилӗмрен хӑтарма кайсан вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех