Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирлеме (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чапа тухрӑмӑр та чирлеме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унччен те пулмарӗ, пирӗн ҫинчен ырӑ мар сӑмах-юмах ҫӳре пуҫларӗ, ӗҫре те пӑтӑрмахсем палӑрчӗҫ: прогулсем йышланчӗҫ, «чирлеме» тытӑнтӑмӑр — ал-урасем «уставра» хушнипе ниепле те пӑхӑнасшӑн мар, ӗҫ патне ҫыпҫӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Мӑйракаллӑ шултӑра ӗне выльӑх губка евӗрлӗ энцефалопатипе чирлеме пултарать, урӑхла ӑна ӗне урни теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

«Аш какайран, сӗтрен ҫынсем чирлеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Юлашки кунӗсенче вӑл сӑвӑсем ҫырнӑ, унта унӑн кӑштах ӳпкелешесси те пулнӑ хӑйне йывӑр поручени панӑшӑн, ҫавна пула чирлеме тивнишӗн.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫав вӑхӑтра ял ҫинче пӗчӗкрех ачасем чечче чирӗпе чирлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫук тет хайхискер, эпӗ чирлеме пултараймастӑп тет.

А он: нет, я не хворый, мне нельзя, говорит, хворать.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чирлеме вӑхӑт ҫук халь.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Плакатсем ытларах ҫырмалла-ши, вӗретмен шыв ан ӗҫӗр, юнлӑ варвиттипе чирлеме пултаратӑр тесе е…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Э-э, ун пек чух чирлеме юрать-и вара?

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сан вырӑнта чирлеме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, Миша, йӗпенсе ан вырттӑр Петенька, чирлеме пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫывӑрмӑшра ҫутӑ курӑнать, Нетти вара ҫывӑрать ахӑр; тархасшӑн, часрах, унсӑрӑн шӑнса чирлеме пултаратӑр; кунта сывлӑш вичкӗн-сулхӑн.

— В спальне виден свет, а Нетти, наверное, уже спит; пожалуйте, да скорее, а то простудитесь; воздух здесь резкий.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кашни надзирателех чирлеме, отпуска кайма пултарать; вӗсен посчӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн улшӑнаҫҫӗ, анчах яланах пӗрешкел мар.

Каждый из надзирателей мог заболеть, получить отпуск; их посты менялись периодически, но неравномерно.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Этем ӳт-тирӗ чирлеме пултаракан мӗнпур чирсем ҫинчен каласа пама вӑхӑт нумай кирлӗ пулӗччӗ.

Понадобилось бы очень много времени, чтобы перечислить все те болезни, которым подвержено человеческое тело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ашшӗ унӑн час-часах чирлеме пуҫларӗ, ревматизм чирӗпе аптраса ҫитрӗ.

Отец стал все чаще прихварывать, жаловался на ревматизм.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ чирлеме те хӑнӑхман.

Да и болеть я не привык.

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Учительница шкулта ҫеҫ мар, килте те пурӑннинчен, унӑн та амӑшӗ пурринчен, амӑшӗ уншӑн тӑрӑшнинчен, учительница та чирлеме пултарнинчен, халӗ вӑл ырханланса шурса кайнинчен тӗлӗнеҫҫӗ.

— Удивляются, что учительница живёт не только в школе, но и дома, что у неё есть мама, которая беспокоится за неё, что учительница болеет, что она похудела и побледнела.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Анчах пурнӑҫра вӗсем ытти ҫынсем пекех, вӗсемпе те тем те пулать: арӑмӗ те чирлеме, хӑй те сывмар пулма пултарать, тата — чӑнласах калатӑп! — юратса пӑрахма та пултарать.

А в жизни они такие же люди, и с ними все может случиться: может и жена заболеть, и сам даже может заболеть, и даже — даю честное слово! — может и влюбиться.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Эпӗ ҫав купца патӗнче ӗҫленӗччӗ, ҫӗнӗ мунчинче кӑмака хывнӑччӗ, тытӑннӑ вара ҫав купец чирлеме, мана вӑл тӗлӗкре темле лайӑх мар курнӑ, хӑраса кайнӑ та начальствӑна йӑлӑнма тапратнӑ: ярӑр ӑна, ярӑр ӑна, ахалӗн вӑл мана тӗлӗкре тӗлленет, ӑна каҫармасан, сывалас ҫук, вӑл тухатмӑш пулас тенӗ вӑл ман ҫинчен!

А у купца этого я работал, печь в новой бане клал, и начал купец хворать, тут я ему во сне приснился нехорошо, испугался он и давай просить начальство: отпустите его, — это меня, значит, — отпустите его, а то-де он во сне снится: не простишь ему, бает, не выздоровеешь, колдун он, видно, — это я, стало быть, колдун!

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех