Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирлекенсен (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.

Кстати, в этом году самым многочисленным количество больных было зафиксировано в период с 31 января по 6 февраля — 2130 человек.

ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33825.html

Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.

Стоит отметить, что с начала ноября количество больных не сокращалось.

ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33825.html

Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре, республикӑра, районта коронавируспа чирлекенсен йышӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чир сарӑлас хӑрушлӑх ӳсет // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d1%87%d0%b ... %b5%d1%82/

Уйрӑмах час-часах тата вӑраха каякан чирсемпе чирлекенсен, ача кӗтекен хӗрарӑмсен асӑрхануллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Йывӑр чирлекенсен е чире ура ҫинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывӑр чирсене куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ҫулсеренех кӗркунне ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май, респираторлӑ вирус чирӗсемпе чирлекенсен шучӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ.

В последние дни в республике увеличилось количество подхвативших коронавирус.

Чирлекенсем нумай, пульницӑна лекекенсем сахал // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32829.html

— Дизентерипе, вар тифӗпе чирлекенсен шучӗ кирлӗччӗ: иртнӗ ҫул тата кӑҫал миҫе ҫын ҫав чирсемпе больницӑра выртни, амбулаторинче пулни.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха.

Несмотря на снижение количества подхвативших коронавирус, вакцинирование еще не завершено.

Хӗрлӗ Чутайра вакцинӑласси малалла пырать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32172.html

АНАТ КАМӐРА шӑнса чирлекенсен шучӗ чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Пашка алӑкне-мӗнне пӑхмасӑрах, чеччепе чирлекенсен пӳлӗмне чупса пырса унтан коридора, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, ватӑ сӑнлӑ ҫынсем выртакан пысӑк пӳлӗмне чупса кӗчӗ.

Пашка, не разбирая дверей, бросился в палату оспенных, оттуда в коридор, из коридора влетел в большую комнату, где лежали и сидели на кроватях чудовища с длинными волосами и со старушечьими лицами.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.

Министр образования Дмитрий Захаров сообщил, что за неделю количество больных среди школьников снизилось от 200 до 100.

5-8-мӗш классем те шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31132.html

Чирлекенсен йышӗ чакмасть, ӳснӗҫем ӳсет.

Количество больных не уменьшается, а увеличивается.

Ковид парӑнмасть... // Н.Ильина. http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id ... publikacii

Роспотребнадзор Чӑваш Енри Управленийӗн специалисчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, енчен те малтанхи эрнере ку усал чирпе чирлекенсен шучӗ кунне 39 иртмен пулсан, халӗ ҫак кӑтарту 49 танлашнине хыпарланӑ.

Как отметил специалист Управления Роспотребнадзора по Чувашии, если в первую неделю число заболевших этим злостным недугом не превышало 39 в день, то сейчас этот показатель равен 49.

Чӑваш Енре кӑшӑл вирус инфекцийӗнчен 33 пин ытла ҫынна прививка тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=32 ... 6f624584e1

Ҫав шутра сахӑр диабечӗпе, сывлакан органсемпе, кардиологи чирӗсемпе чирлекенсен те.

В том числе тем, кто болеет сахарным диабетом, заболеваниями органов дыхания, кардиологическими заболеваниями.

Прививка тутарни чиртен хӳтӗлет // О. ТАКМАКОВА. «Авангард», 2020.12.11

Кандов халь те пулин идеализмпа чирлекенсен хушшинче пурӑнать-ха.

До сих пор Кандов жил в среде, страдающей болезненным идеализмом.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Грипа ура ҫинчех ирттерекенсен е йывӑр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех