Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем хӑйраса ҫивӗчлетнӗ пӗр енлӗ ҫӗҫӗ чиксе ҫӳренӗ, унӑн вӗҫӗ шӗвреке е кӗтеслӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чӗри хыттӑн чиксе илнине пула вӑл чарӑнса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Е тата ҫаппа-ҫарамас Эльвира катӑлса пӗтнӗ, тутӑхнӑ ҫӗҫӗ тытнӑ та ачипе пӗрле ҫывӑракан Светланӑна чиксе пӑрахма пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Вӑт ку коммунистла, — терӗ вара карчӑк, сӑмса тутрине саппун кӗсйине каялла чиксе хурса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унӑн пырне темскерле хытӑ япала пырса капланчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ, пилӗкрен чиксе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Микола патне ҫырнӑ юлашки ҫырӑва та, вӑл вилни ҫинчен калакан хута та, юратнӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене те чӗре тӗлӗнчи кӗсъерех чиксе ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл хӗррине ҫитсен вара, вар-хырӑмра ҫав тери хыттӑн чиксе ыратса кайнине пула, фонтан умӗнчи сак ҫине тӗшӗрӗлсе антӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тина тупнӑ ҫырӑва хыпалансах саппун кӗсйине чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай Венюк пӑрахнӑ пируса илсе, пачка ӑшне чиксе хунӑ май сиввӗн питлерӗ ӑна: — Эппин, эсӗ чӑн-чӑн арҫын мар-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ӗнер ытлашширех те калаҫрӑм пуль, Эрхип, каҫар уншӑн — стена ҫумӗнчи хыҫлӑ сак ҫинче пуҫне чиксе ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑпани пуҫне чиксе Ҫимун умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пӗр вӑхӑт пуҫне чиксе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна та бригада витинчех чиксе пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсем паян-ыран хурана кӗрӗссине пӗлмен хур-кӑвакал ҫеҫ, пуҫӗсене ҫунат айне чиксе, картишӗнче лӑпкӑн тӗлӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн эп ӑна нӳрӗ шӑтӑка чиксе усратӑп?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав Кулюкка хыҫҫӑн кайса ҫапла пулса тухрӗ… — текелерӗҫ хӗрарӑмсем, пуҫӗсене чиксе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫимун хӑта пырса ларчӗ, — пуҫне чиксе хуравларӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗрлӗк сӗтӗрсе килчӗҫ, кӗлет айне чиксе пӑтратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тӑраниччен ӗҫтерес, тек ман ҫине усал куҫпа пӑхса ан ҫӳретӗр», — шутларӗ Ҫимун, икӗ ҫутӑ кӗленчене кӗсйине чиксе.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван салтак тумтирне пир хутаҫа чиксе ҫурӑмӗ хыҫне ҫакрӗ, Петро панӑ пистолета хӗвне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех