Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикрӗҫ (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗш те, тем айӑпа кӗнӗ ҫынсем пек, пуҫӗсене чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫар ҫыннисем, хаклӑ хӑнасене вырӑн парса, япалисене те шанчӑклӑ вырӑна чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтах ун ҫӑварне тутӑр чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Револьверне кӗсйинех чикрӗҫ те хӑйне уборнӑй шӑтӑкне чикелентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков тата мӗн те пулин калама е кӑшкӑрма ӗлкӗриччен — ҫӑварне хӑй карттуснех тӗркелесе чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем тӑруках сиксе тӑрса, сӗрлеме пуҫларӗҫ, кӗнеке-тетрадьне сумкисене персе чикрӗҫ те ушкӑн-ушкӑнпа шавлӑн урамалла вирхӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Вӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӗнӗ подворотничок — китель ҫухави айне ҫӗлесе хумалли шурӑ япаласем — пусмаран тунисене те, целлулоидлисене те тем чухлӗ чикрӗҫ, мундштуксем тата плексигласран тунӑ авӑрлӑ ҫӗҫӗсем — ҫарта модӑна кӗме пуҫланӑ капӑр япаласем те илме манмарӗҫ, ҫапӑҫу кунӗсенче, вӗҫнӗ чух нихҫан тӑхӑнман пиҫиххи портупейӗсем, тӗрлӗ ҫанталӑкра кирлӗ пулма пултаракан шинельсемпе плащ-палаткӑсем, эрех тултарнӑ флягӑсем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗҫех урисене шыва чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Бригадир сӑмахӗ йӗкӗтсен кӑмӑлне ҫӗклентерсе ячӗ пулас: вӗсем пирусӗсене тивертмесӗрех кӗсйисене каялла чикрӗҫ те хӑйсем ларнӑ купа ҫинчен сӗтел ҫийӗ пысӑкӑш хӑма илчӗҫ, ӑна электросварщиксем тин ҫеҫ каркаласа пӗтернӗ пралук «пукан» патне йӑтса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Штыкпа чикрӗҫ, хӗҫпе касрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав тимӗр пек алӑсемех ун ҫӑварне темӗнле йӗпе пусма татӑкӗ пӗтӗрсе чикрӗҫ те ӑна тӑкӑрлӑкпа юханшыв еннелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрҫӑ шавӗ шавлани Хисеп тума чармарӗ, Ентимерӗн ҫар ҫынни Утаманне манмарӗ: Хисеплесе ҫӗр айне Чикрӗҫ унӑн виллине.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫумне пекӗсем чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Кирукпа Санюк хӑйсен тум-юмне пухса сеткӑна чикрӗҫ те пӳрт умӗнчи пӑтапа тухса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан унӑн чӗркуҫҫийӗ айне вӑрӑм тимӗр чикрӗҫ.

Затем они подкинули его кверху и вдели палку в железные кольца, подвешенные на веревках.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Икӗ палач Горовиц ҫине сиксе ӳкрӗҫ те ӑна урайне тӗртсе йӑвантарчӗҫ, аллисене чӗркуҫҫи айӗнчен ҫирӗп чикрӗҫ.

Двое бросились на Горовица, повалили его на пол, заставили обхватить руками колени.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кактус йӗпписем унӑн аллине ыраттармаллах чикрӗҫ — ҫав йӗпсем унӑн ывӑҫ тупанне мар, чуннех пырса тӑрӑннӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл сасартӑк ҫав тери хытӑ тарӑхса кайрӗ те йывӑҫа тымарри мӗнӗпех кӑклама, хуҫма пуҫларӗ.

Колючки кактуса больно царапали ему руку, и он, внезапно разъярясь, словно они впивались ему не в ладонь, а в душу, принялся выдергивать растения из земли, мять их, ломать одно за другим.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ан кӑш-кӑртӑр тесе, ҫӗлӗкне ҫӑварне тӗркелесе чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патрон хутаҫҫисене те ҫул ҫине илнӗ апат-ҫимӗҫпе пӗрле кутамккисенех чикрӗҫ, унтан ҫурӑм хыҫне ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех