Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хура Ҫимун вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмерӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лешӗ вара ун сӑмахне хӑлхана та чикмерӗ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Тӗрӗссипе калаҫакансен сӑмахне ытла хӑлхана та чикмерӗ вӑл, шухӑшламаллисем ахаль те сахал пулмарӗҫ вӗт.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шофер халех милицие чӗнетӗп, ку машина — министр машинӗ, тесе кӑшкӑрчӗ, анчах Завьялов ку сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ.
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эп чӑхӑмлама тӑтӑм, авланма ир-ха, малтан вӗренсе тухасчӗ, терӗм, анчах атте ман сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан, офицерсем ҫыхакан пӑхӑр пряжкӑллӑ пиҫиххине хутлатса тытрӗ те ман умма сиксе пычӗ:
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Каялла чикмерӗ Пӑрӑнтӑк чӑвашӗ пӗр кӑларнӑ тальянкине, Тимуш умне лартса хӑварчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Таранов ӳсӗр ҫын сӑмахне питех хӑлхана чикмерӗ, ӑна лӑплантарма тимлерӗ, вырӑн ҫине хӑваларӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кирик сӑмахне вӑл хӑлхана та чикмерӗ: «Автанкассинчи сысна ферминех каятӑр!» — тенӗскер Герасим Федотовича асӑрхасан сӑнран тӗксӗмленсе машинӑпа трактор паркне кӗрсе кайрӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Арӑмӗ асӑрхаттарнине Виссарион Игнатьевич хӑлхана та чикмерӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унӑн сӑмахне Шанаров хӑлхана чикмерӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын мучи хирӗҫленине хӑлхана чикмерӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тарас сӑмахӗсене Мишша хӑлхана та чикмерӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Мӗн чухлӗ ятламарӗ пулӗ ӑна аслашшӗ, ӑҫта унта, хӑлхана та чикмерӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Огуречников хӑлхана та чикмерӗ ӑна.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах Шигалей элчӗ сӑмахне те, стрелецки голова сӑмахне те хӑлхана чикмерӗ, ҫитмӗл мӑрсана, вӑл шутра икӗ Растова, Катӑша, Карамыш ывӑлне кремль картишӗнчех ҫакса вӗлерчӗ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ваҫлей ун сӑмаххисене хӑлхана та чикмерӗ, ценнуроз ернӗ сурӑх евӗр, ҫаврӑнакан пуҫне ҫӗрелле чикрӗ:
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
— Мӗн туянмалла? — эрех илсе кил тесе каласса кӗтсе укҫине аллине ҫеҫ илчӗ Янтул, кӗсйине чикмерӗ.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Те хӑлхине йӑлтах чикмерӗ, Те тапранмарӗ ун ӑшри?
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Илтрӗ те, чарӑнса тӑрас вырӑнне, такӑнса ӳкесле кӗпер патнелле утрӗ, хӑйне хыҫалтан темиҫе хутчен кӑшкӑрса чӗннине те хӑлхине чикмерӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.