Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикиччен (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Йытӑ ҫимен кукӑле ҫӑвара чикиччен халех ҫӗрулми кӑларма тытӑн: усӑллӑрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пуҫне мӑйкӑча чикиччен, хӑй кӗлеткипе яланлӑхах сывпуллашнӑн, ури хырӑмне, ҫӳҫне, питне, кӑкӑрне хыпаласа пӑхрӗ; варӗ тӗлне сӗртӗнсен, кӑвар пек пӗҫерекен алли унӑн, тӑвайккинчен хӑпарма хал пухайман ҫулҫӳренле, тӑнк чарӑнса тӑчӗ кӗтмен ҫӗртен.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапах та хутран-ситрен Рави хӑех сӗтеклӗ курӑк тӗрки тӑпӑлтарса кӑларкалать те, хӗпӗртесе кайнӑ слон ҫури вара курӑка ҫӑваралла чикиччен нумайччен тӑприне силлесе хӑтланать.

Но нет-нет да и удаётся Рави самому сорвать пучок сочной травки, и счастливый слонёнок долго и тщательно отряхивает её от земли, прежде чем взять в рот.

Равипе Шаши уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Хӑйне туртса антарса, ая пӗтӗрсе чикиччен Аникей никама та ҫӑмӑллӑн парӑнма шутламасть-ха.

Пока его еще не свалили, не подмяли, он легко сдаваться никому не намерен.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӑван ҫӗршыва таврӑнса, кашта ҫинче вилме пуҫа мӑйкӑч ӑшне чикиччен пушӑ хирте пурӑнни авантарах, — терӗҫ вӗсем.

— Лучше жить в пустыне, — говорили они, — чем воротиться на родину, где нас ожидает виселица.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех