Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35. ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36. улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21. тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22. улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сергей ҫаплах чечек татать, сулахай аллипе чечек ҫыххине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ хӑй, мӑкӑнь чечекӗсем ытти чечексенчен ҫӳлерех тухса кайнӑ, Ылттӑн Ҫӑлтӑр хӗрлӗ ҫеҫкесем хушшинче тата ҫутӑрах ялкӑшса илчӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарӑ чечек, сарӑ чечек, Сарӑ чечек вӑхӑчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашни ир манӑн чечексене сывлӑх сунатӑп, калаҫатӑп, хӑш чухне чечексем ытла чаплах мар тесе вӑрҫатӑп, вӗсем мана илтеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп, — шӳт тӑвать чечек патшалӑхӗн хуҫи.
"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811
Астӑватӑп, аннене чечек ӳстерме вырӑн ытларах хӑварма ыйтаттӑмччӗ, анчах ун чухне ун пек тӗрлӗ чечексем ҫукчӗ, килти хуҫалӑхра та ҫӗрулмипе кӑшман нумай ӳстермеллеччӗ, — каласа парать чечек ӑсти.
"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811
Ҫулсеренех тӗрлӗ чечек шӑтать, тата ҫав пӗлтӗрхи-виҫӗмҫулхи чечексемех: чапӑр курӑкӗ, сар чечек…
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кӑшман чечекӗ евӗрлӗ чечексем юнашар нумаййӑн ларнипе кӑвар пек йӗпкӗн хӗрлӗ курӑнать ҫак чечек.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ким чечек, ким чечек, Килме кура пӗр кура, Шӑтрӗ, ӳсрӗ сар чечек, Пире пӑхса савӑнса Юрлама.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Алӑсенче ҫыххи-ҫыххипе чечек — чакак курӑкӗ, пыршӑль курӑкӗ, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кӑвак чечек, кӳкӗрӗлчен тата тем те пӗр.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пыл шӑрши кӗрет, пур ҫӗрте те чечек, чечек, чечек.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Палӑк — чечексен хушшинче; унӑн пьедесталӗ чечексен конусӗ пек: халиччен пулман купа — жасмин, кӗл чечек, магноли ҫыххи-тӗркемӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манӑн виҫӗ хӗрӗм пур, виҫҫӗшӗ те хитре, ытармалла мар; эпӗ вӗсем валли пӗрер кучченеҫ илсе таврӑнма сӑмах панӑччӗ: аслӑ хӗрӗме — ылтӑн ука ҫине мерченпе ӗнчӗ виттерсе ҫӗлетнӗ калпак, вӑталӑххине — йӑлтӑркка тӗкӗр, кӗҫӗн хӗре — ҫут тӗнчери чи хитре кӗрен чечек тупса килме пулнӑччӗ, аслисем валли кучченеҫсем тупрӑм, анчах кӗҫӗн хӗрӗм валли ниепле те тупаймарӑм; вӑл кучченеҫе — кӗрен чечеке эпӗ сан садӑнта ҫеҫ тупрӑм та ҫапла шутларӑм: сан пек ҫӗрме пуян та чаплӑ, вӑйлӑ хуҫашӑн ҫак кӗрен чечек шел пулмӗ терӗм, ӑна манӑн юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗм ыйтнӑччӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫавнашкал минутсенче Олег, хӑй пысӑкланнине манса, пӗр чечек патӗнчен тепӗр чечек патне чупса ҫӳретчӗ, пысӑк чечек ҫыххисем пухатчӗ, вӗсене вӑл е ачасен сачӗ валли, е кукамӑшӗ валли тӑватчӗ.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӑш-пӗр ҫӗрте, ту ҫурӑкӗсен хушшинче ҫакӑннӑ шултра йывӑҫ тунисен хушшинче, шӗшкӗ чечеке ларнӑ; лӑпкӑрах ҫил, чечек ҫулҫисене татса илсе, сарӑ чечексемпе витӗннӗ чуллӑ ҫӗр ҫине сапалать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫаран ҫинче темӗн чухлӗ чечек: шурӑ салтак тӳмисем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хирте ҫитӗнекен цикори кӑн-кӑвак чечек кӑларнӑ, шӑлан чечекӗ хӗп-хӗрлӗн ялкӑшать.
Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унӑн жандармла чунӗ ҫакна та ӑнланас ҫук: амӑшӗ хӗрне ҫырса панӑ ӑшӑ сӑмахсем, вӑл унӑн камерине чечек ҫыххи, ҫав чечексемпе пӗрле хир сывлӑшне ҫитересшӗн пулни революционерка хӑйӗн ӗҫӗн тӗрӗслӗхне, ҫынсене пурне те сывлӑшпа, чечексемпе, ирӗклӗхпе килленмелле тӑвассишӗн пыракан кӗрешӳ ҫӗнтерӗвне ӗненнӗ пекех вӑйлӑ.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Халӗ ӗнтӗ ун умӗнче чечек ҫыххи ҫеҫ мар, янкӑр хӗвеллӗ, чӗркуҫҫи таран курӑклӑ улӑх, курӑк ӑшӗнче чечексем, чечексем, улӑх ҫине вара океанӗпех сывлӑш тӑкса янӑ.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Акӑ хирти ҫилӗмлӗ тупалак — хирте чух ӑна асӑрхамастӑн та — сирень тӗслӗ левкойсем, кӑвакал куҫӗ текен сарӑ чечек, унӑн ӑшӗнче пыл хурчӗ мӑштӑртатать, хӑйӗн вӑрӑм сӑннипе вӑл пылак нектара ӗмет, куккук куҫҫулӗ текен чечек тата ҫинҫешке туни ҫинче чӗтренсе ларать, кӑшкар утин хӗрлӗрех шерепи те чечек пуххине илем кӳрет.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кӑмӑл туличчен уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр, кашниех пӗрер пысӑк ҫыхӑ чечек пухса таврӑнтӑмӑр, хамӑн чечек ҫыххине питӗ сана парса хӑварас килетчӗ, анчах питӗ шел, кунта чечек йышӑнмаҫҫӗ.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.