Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черетӗн сăмах пирĕн базăра пур.
черетӗн (тĕпĕ: черетӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем черетӗн туртса пыраҫҫӗ Бертӑна, тӑвалла иккӗн туртаҫҫӗ, анаталла ҫунашка хӑех анать, пире ҫак ирӗксӗрех кӑтартнӑ кичем тертленӳрен хӑвӑртрах хӑратасшӑн васканӑ пек туйӑнать вӑл.

Мальчики тащат Берту по очереди в гору вдвоём, а на скатах она поспешно съезжает сама, точно торопясь поскорее освободить нас от этих скучных забот, которые она невольно нам причинила.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫиччӗн пӗшкӗнетпӗр хуран енне, ҫичӗ кашӑк шӳрпе ӑсма черетӗн туртӑнаҫҫӗ.

Семь голов склоняются над манеркой, семь ложек по очереди лезут за супом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

2014 ҫулта электронлӑ черетӗн пӗрлехи тытӑмӗ урлӑ пепкесене ача садне ҫырӑнтарассине ӗҫе кӗртнӗ.

В 2014 году через единую систему электронной очереди организована запись детей в детские сады.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ачасем черетӗн кӗпӗрленсе микроскоппа пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Черетӗн, пӗчӗккӗн ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Эпир пурпӗрех виҫме чарӑнмарӑмӑр, ҫекундсене те сасӑпах шутласа пытӑмӑр, текех ӗнтӗ «лаг» вырӑнне те пурте черетӗн, ҫав шутрах адмирал хӑй те тӑчӗ.

Но мы продолжали измерять скорость, вслух отсчитывая секунды, причем «лагом» теперь служили все по очереди, в том числе и адмирал.

X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Апла иккен-ха, — терӗ Яшка, — ҫапла черетӗн пурте вилсе пӗтер те, каҫ тӗлне пӗрене те, ҫын та ҫук.

— Да, — сказал Яков, — так они все по очереди взрываются, и к вечеру — ни людей, ни бревен.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вовка пире черетӗн алӑ парса тухрӗ те: — Вӑхӑт ҫитрӗ! — терӗ.

Вовка пожал нам по очереди руки и сказал: — Пора.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Вӑл пире черетӗн крыльца ҫинелле сӗтӗрет, малтан мана курасшӑн, унтан Саньӑна.

По очереди он тащит нас на крыльцо — рассматривать: сперва меня, потом Саню.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ответлӑ редактор кабинетӗнче питӗ тӗплӗн калаҫрӑмӑр; ҫав хушӑра ҫаксене черетӗн сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хутӑм:

Это был очень серьезный разговор в кабинете ответственного редактора, разговор, во время которого на стол по очереди были положены:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех