Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашӑкне (тĕпĕ: чашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чей чашӑкне сӗтел ҫине лартсах тепӗр хут ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуран ҫывӑхӗнче юлашки чашӑкне чӳхесен тин чаршав хыҫӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ арӑмӗ, ҫуса пӗтереймен чашӑкне сӗтел ҫине лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах купӑста яшки антарса сӗтел ҫине чашӑкне лартрӗ, ҫӑкӑр, какай касса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тараканӗсем тата кӑнтӑрла та «иртӗнме» чарӑнмаҫҫӗ: мачча ҫинчен тӗрлӗ курӑк ярса пӗҫернӗ апат чашӑкне шап! ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫӗрӗшме пуҫланӑ чӳрече сакки ҫинчен фарфор чей чашӑкне илсе сӗтел ҫине хунӑ хыҫҫӑн Денис чаршава карчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Петр Васильевич икӗ-виҫӗ сыпкӑм кофе ӗҫрӗ те чашӑкне сӗтел ҫине лартрӗ, ҫамкине кӑмӑлсӑррӑн картлантарчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗҫех анне лаҫран кӑкшӑмпа сӗт илсе тухрӗ те кушакӑн ятарлӑ ейлеке чашӑкне чӑп тулли ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унтан Пинеҫ кинӗ патне вучахран вӗретнӗ сӗт илсе пычӗ, ӑна, сӑра-кӑрчамана ӗҫтернӗ пек, ирӗксӗр, чашӑкне тӗрте-тӗртех ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку сӑмахсене каласан Северьян тӗпелте кӑмпа тасатса ларакан Альпи еннелле ӑшшӑн пӑхса илчӗ, Ахтупай йӑмӑкӗ сӑмах хӑйӗн ҫинчен пынине ӑнланчӗ те питрен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса аллинчи чашӑкне йӑтса тулалла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫын ача ҫав кӗсел чашӑкне рогаткӑпа тӗлле-тӗлле печӗ.

И мальчик стрелял из рогатки в миску с киселем.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмарӗ, сӗтел ҫинчи кисель чашӑкне йӑтрӗ те унта мӗн юлнине Петрель фру пуҫӗ ҫине ӳпӗнтерчӗ.

Недолго думая Эмиль схватил со стола миску и вылил весь оставшийся кисель фру Петрель на голову.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑйӗн умӗнчи пиҫнӗ шултра ҫӗрулми чашӑкне тӗртсе куҫарчӗ те Чапаев, сӗтел ҫине чавсисемпе таянса, икӗ аллипе пуҫне ҫупӑрларӗ.

Отодвинув от себя миску с крупной горячей картошкой, Чапаев опёрся локтями о стол, зажал между ладонями голову.

«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫӳре — ҫаврӑнса пӑхмасӑр, кайран вара: пӑттине ҫирӗн — чашӑкне петӗн…

Гуляй себе без оглядки, а там — кашку слопал — чашку о пол…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Курак пӗр татӑк хыҫҫӑн тепӗрне иле-иле ҫиет, анчах эпӗ чашӑкне чӗрӗк метра яхӑн умнелле сиктерсе лартатӑп.

Ворона хватает кусок за куском, но я отодвигаю блюдечко на четверть метра.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унтан вӑл чашӑкне пуҫӗ ҫийӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ, мӑнаҫлӑн пӑхкаласа, сӗтел ҫине лартрӗ.

Затем он высоко поднял блюдечко над головой и поставил с торжественным видом на стол.

Пӗр вырӑнта тӑракан шывпа ҫунакан шыв // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл пыл чашӑкне йӑтрӗ те хуртсем вӗҫнӗ еннелле утрӗ.

Держа в руках чашку с медом, он пошел в ту сторону, куда улетали пчелы.

Пыл хурчӗсемпе кӑткӑсем // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 33–35 с.

Пушӑ кофе чашӑкне сӗтел ҫине е поднос ҫине лартаҫҫӗ.

Пустую чашку ставят на свободный край стола или на поднос.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тӑм чашӑкне вӑл сӗтел кӗтессине тирпейлӗн лартрӗ, хӗрне кӑчӑк туртса хӑлхинчен кӑна ҫапла пӗлтерчӗ:

Поставив горшок на краешек стола, отец поманил дочку пальцем и прошептал на ухо:

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех