Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашӑка (тĕпĕ: чашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман унпа пӗтмест, ан хӑра, — терӗ вӑл хутпа чӗркенӗ чашӑка Мария Тимофеевнӑна тыттарса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васса ҫӗрулми турамӗсене кӑтӑрт-кӑтӑрт тутарса пӑтраштарчӗ те тӑм чашӑка упӑшки умне пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аван ку, аван, — Таранов коньяк кӗленчине холодильнике лартрӗ те икӗ пӗчӗк чашӑка кофе тултарчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Утса пынӑ ҫӗртех Урсэкие йӗрке тума тӑрӑшрӗ: мӗнле те пулин чашӑка сӗтел варринерех вырнаҫтарса лартрӗ, хӑй умӗнчи яшка ҫине тимлесех пӑхакан пӗр-пӗр вӗренекене пуҫӗнчен пӳрнипе шаклатса илчӗ, хирлӗ вӑхӑтра хӑшӗн те пулин сӑмси умне хӑйӗн хытӑ чӑмӑрне илсе пычӗ, вара каллех поста таврӑнчӗ.

На ходу он следил за порядком: отодвигал какую-нибудь миску, давал щелчка ученику, который подозрительно усердно глядел на стоявший перед ним суп, грозно, если находил нужным, подносил к чьему-нибудь носу , костлявый кулак, потом молнией снова возвращался на свой пост.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑвӑҫ чашӑка кашӑкпа ҫапса янратни вара ҫак ирхине сигнал панӑ пекех илтӗнсе кайрӗ.

И этот звон ложки по жестяной миске в то утро прозвучал как сигнал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хамӑр тӳпене парӑр! — виҫерен тухса кӑшкӑрчӗ юлашкинчен тахӑшӗ, чашӑка вирлӗн шаккаса.

— Порция! — вышел наконец из себя кто-то, колотя ложкой о миску.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шахрун пушӑ чашӑка аяккалла ывӑтса ячӗ.

Шахрун поднял пустую чашу и зашвырнул ее далеко в кусты.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак шӑмӑсене те ывӑтас пулӗ, кӑшлатӑр, — тесе Марине кинемей кӑмака умӗнче ларнӑ тӑм чашӑка илсе, пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Давенант чашӑка иккӗмӗш илчӗ — Титания Альсервей хыҫҫӑн, вара кӑштах лӑпланма пуҫларӗ.

Давенант получил чашку вторым, после Титании Альсервей, и начал немного отходить.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чашӑка вӗҫертсен вӑл вӗттӗн чӗтренчӗ те ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса пуҫтарчӗ.

Отдав блюдечко, он встрепенулся и смахнул крошки.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем ҫил хӑвансем мар, — шухӑшлӑн тӑсрӗ вӑл Элли ӗҫнӗ чашӑка хӑй сисмесӗрех Кишлота памасӑр, лешӗ те ӑна хӑй сисмесӗрех туртса илесшӗн.

Они не ветрогонки, — задумчиво продолжал он, бессознательно удерживая блюдечко Элли, которое Кишлот так же машинально тянул у него из рук.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Надзиратель чашӑка илсе тухсанах вӑл, кун пек ҫӗрте вӑхӑт ҫитмесӗр апла тума юраманнине чухлать пулин те, вырӑн ҫине тумтирпех тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррехинче тата шӑллӗ унран, тӑрӑхласа кулас шутпа, чашӑка яшка вырӑнне тӑварлӑ шыв ярса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ал айне мӗн лекнине пӗтӗмпех пӗр чашӑка хучӗ, тепӗр аллипе хунар ярса тытрӗ те картишне чупса тухрӗ.

Свалил всё, что там нашёл, в миску и с миской в одной руке и фонарём в другой выскочил во двор.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чашӑка ҫӗмӗрес шухӑш ҫукчӗ-ха унӑн.

Он вовсе не собирался разбивать миску.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йывӑҫ урапа утаканскер тайӑлса кайнӑ та пуҫӗпе террассӑна ҫапӑнса ванчӑк чӳрече витӗр пушкӑ йӗтри пек вирхӗнсе тӳрех кисель тултарнӑ чашӑка пырса тӑрӑннӑ вӑл.

Он, потеряв равновесие на ходулях, как пушечное ядро влетел на террасу головой вперёд и угодил прямо в миску с киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӗтел ҫине хура ҫырла киселӗ тултарнӑ чашӑка пырса лартрӗҫ.

На столе появилась миска, до краёв наполненная черничным киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗ ҫав чашӑка кунӗпех пуҫ ҫинче йӑтса ҫӳрес ҫук ӗнтӗ.

Не мог же папа таскать чашку на себе целый день!

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗн пуҫӗ ҫинчен илнӗ хайхи чашӑка хӗрри таранах сарӑрах-хӗрлӗрех хутӑшпа тултарчӗ.

Густая серо-жёлтая, чуть красноватая масса до краёв наполнила ту самую миску, в которой недавно было тесто для пальтов и которую мама сняла с папиной головы.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача чашӑка вӑрах вӑхӑт тытса тӑраймарӗ, лешӗ алӑран вӗҫерӗнсе кайрӗ, сывлӑшра пӗрре ҫаврӑнса илчӗ те пальт валли хатӗрленӗ пӗтӗм чуста ашшӗн пуҫӗ ҫинех лаплатса ӳкрӗ.

Эмиль не удержал миски, она выскользнула у него из рук, перевернулась в воздухе, и всё тесто, приготовленное для пальтов, шмякнулось прямо на голову папе, который, как ты уже знаешь, отдыхал на траве под окном.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех