Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашкӑрчӗ (тĕпĕ: чашкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла хӑрушӑ калаҫатӑн эсӗ, Ҫӗпритун, — тунката умне шуса пынӑ ҫӗлен пек чашкӑрчӗ Кулюкка, Ҫӗпритун хутне кӗме те, хирӗҫ чӗнме те хӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лайӑхрах пӑхмалла, лайӑхрах, — сӑхма тӑнӑ хур аҫи пек чашкӑрчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп сана, — чашкӑрчӗ вӑл, кирлӗ сӑмахсем тупайманнипе ҫилленсе.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Туя вӗҫӗнчи хуппине хупса темӗнле сӑмахсем чашкӑрчӗ, унтан туя ҫумӗнчи ункӑран туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Сана ирӗке яратӑп эпӗ, — чашкӑрчӗ вӑл юлашки вӑйне пухса.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗлермелле-и? — хӑраса ҫӗлен пек чашкӑрчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырӑпа калатӑп! — ҫаплах чашкӑрчӗ Шӑхаль.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсрел ҫури! — ҫӗлен пек чашкӑрчӗ вӑл ҫыртса суранлатнӑ хӑлхине сулахай аллипе хупласа.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пусӑ енчен ҫил килчӗ, хӑва тӑррисене хумхатрӗ, такам чӑтлӑхра ассӑн сывласа илнӗ пек чашкӑрчӗ те йӑмса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ухмах! — ҫӗклесе тӑратнӑ май аппӑшӗ еннелле чашкӑрчӗ шӑллӗ.

— Дура! — зашипел брат сестре, подымая ее.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

— Влаҫне ӑна кӗҫех ак ҫак патакпа тӑрӑнтарнӑн тӗп тӑвӗҫ, чӗреренех витерӗҫ, — таврара никам ҫуккине пӗлнӗ ҫӗртех шӑппӑн чашкӑрчӗ Сидор.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсӗ мӗншӗн трактора хута ятӑн? — ҫилӗпе чашкӑрчӗ Терентий Петрович.

— Ты зачем завел трактор? — со злобой шипел Терентий Петрович.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Хыҫран тата, ывӑлне усал ан ертӗр тенӗн, куркапа сӑра чашлаттарчӗ: «Килме килпетне тулрӑнтӑк, кайма та калшне тутан», — тесе, чылайччен лӑпланаймасӑр чашкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ухмах, — чашкӑрчӗ офицер.

— Дурак, — зашипел офицер.

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Ӗҫме парӑр! — чашкӑрчӗ эрехҫӗ, хӑйӗнчен вара йӗрӗнмелле эрех шӑрши перет.

— Пить! — зарычал пьяница, от которого так и разило отвратительным запахом водочного перегара.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах усаллӑх та, чура ҫыннӑн тӗттӗм, суккӑр усаллӑхӗ те, ҫӗлен пек чашкӑрчӗ, хӑй ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пӑлхатса янипе, хаяррӑн вӑрҫса авкаланчӗ.

Но и злоба темная, слепая злоба раба, шипела змеей, извиваясь в злых словах, встревоженная светом, упавшим на нее.

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унтан темскер шаклатса илчӗ, чашкӑрчӗ те таҫтан инҫетрен кӗвӗ янӑрани илтӗнсе кайрӗ.

Потом что-то стукнуло, зашипело, и откуда-то издалека донесся мелодичный звон.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Трубкӑра темскер ҫӑтӑртатрӗ, чашкӑрчӗ, унтан ҫав шавпа радио сасси ҫыхланса кайрӗ те, ӑна ҫемҫе саслӑ тенор хӑлхинченех: «Хороши весной в саду цветочки, еще лучше девушки весной…» тесе юрларӗ.

В трубке что-то потрескивало и шипело, потом в этот шум вплелось радио, и какой-то слащавый тенорок пропел ему прямо в ухо: «Хороши весной в саду цветочки, еще лучше девушки весной…»

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта пӗри ман пирки хыҫалта вутлӑ ҫӗлен пек чашкӑрчӗ: «кушак аҫи, ӗҫӗ ҫук чухне…» теҫҫӗ, тата темле-темле пакӑҫ пӑшӑлтатса ларчӗҫ.

Тут насчет меня зараз был сзади такой змеиный шип: дескать, «коту делать нечего, так он…» — и так далее и тому подобная пакость была сзади меня сказанная шепотом.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

чашкӑрчӗ Челкаш.

— шипел Челкаш.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех