Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашкӑрса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ хӑта мунчаран таврӑннӑ ҫӗре сӗтел ҫинче сӑмавар чашкӑрса ларать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗри мунча чулӗ ҫине сапнӑ пулсан, чашкӑрса пӑс ҫӗкленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан кукӑрӑлсарах утакан кӗлетки станци ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе ҫухалма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — тухӑҫран килекен тепӗр пуйӑс пӑс кӑларса чашкӑрса иртрӗ те, малтанхи пуйӑса тавар вакунӗсем хупласа та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн утарӗнче вара яланах симпыл чашкӑрса йӳҫсе лараканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине, ҫывӑрса тӑнӑ-тӑманах вӑл таҫтан-инҫетрен вуникӗ пуҫлӑ ҫӗлен чашкӑрса килнине туйса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Явӑнакан ҫулӑм тракторпа пӗр вӑхӑталлах уҫланкӑ хӗррипе чашкӑрса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах сылтӑмран ҫулӑм чашкӑрса килет.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм чашкӑрса малаллах чупать, пач кӗтмен ҫӗрте алхасса хӑпарса каять.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗвери шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса ҫыранран тухать те ешӗл улӑха хупласа сарӑлать, Ешӗлпи тӑнӑ вырӑнах шавласа ҫитет те хӑйӗн хумӗпе пӗрле ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗреймен хӗре пӗвенелле илсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Чашкӑрса ӳсекен курӑка ҫисе самӑрланса кайнӑ ӗнесем, кашласа ларакан тырпул…

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Апла пулин те, вӑхӑт-вӑхӑтпа, систермесӗр тенӗ пекех, ҫумӑр чашкӑрса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, Кирле хапха патне ҫывхарчӗ, ӑна курсанах Курак матки ҫил-тӑман пек талкӑштарса пычӗ те: — Ӑҫта мурта ҫӳретӗн эс? Карланкӑ ыратиччен кӑшкӑртӑм сана. Эсӗ пӗр сас-хура та памастӑн. Сана-и?! Сана-и, луччӑ… — терӗ ҫӗлен пек чашкӑрса.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗвел пек сарӑскер, шап-шуррӑн кӑпӑкланса, ҫӗлен пек чашкӑрса тӑрать — мӗн вӑл? — тутине тутлӑн чаплаттарчӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Халь сан черет, анчӑк юлашки! — чашкӑрса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс мӗн! — ҫӗлен пек чашкӑрса илчӗ Чумаков, — пире, хусахсене, шанмастӑн-им?!

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ инҫетрен вут куҫлӑ шуйттан чашкӑрса килет, хӑранипе ним тума пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Парка, чашкӑрса ӳсекен курӑкпа, пин-пин чечекпе хупланнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫак вӑхӑтра Аслӑ Шуйттан, ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм сирпӗткелесе, аҫтаха ҫӗленленсе чашкӑрса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр куҫне ҫавӑнталла вичкӗнлетрӗ — куҫ ҫӗклейми кӗмсӗркке, чашкӑрса та чашласа вӗрекен хура хуран хӗрри курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ вӑл, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил, ҫавраҫилленсе пӗтӗрӗнсе илчӗ те, аспид ҫӗлен пек чашкӑрса, выҫӑ, ҫилхеллӗ кашкӑр пек уласа, арҫури пек ҫухӑрашса-шӑхӑрса, йывӑҫсене, йывӑҫ тӗммисене кармакласа тустарма, лӑскама, ҫӗре ҫитиех авма-хайӑрма, сывсӑррине, тӗрексӗррине, муртӑхнине, патӑркине шатӑрт та шатӑрт хуҫма-ваклама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех