Шырав
Шырав ĕçĕ:
чатӑрӑрсене (тĕпĕ: чатӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ; 29. эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ! 30. пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те; 31. эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1