Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнмасть (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫапӑҫу чарӑнмасть, ҫыру ҫырма вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫын, ватӑлнӑ май, улшӑнса пырать: пӗри ӑс пухма чарӑнмасть, мӗн виличченех чипер ӑспа пурӑнать, ун пеккисем ҫинчен чӑвашсем: «ват ҫын — тӑват ҫын», теҫҫӗ; тепри ӑсран тухса, сӳтӗлсе каять, унӑн «кӗнеки ҫӗтӗлнӗ», теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сӑмахпа калать те ҫав, пурпӗрех чӗри ыратма чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чарӑнмасть вӗт ҫумӑр, э?..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам ӗҫтерчӗ? — килӗнче мӑкӑртатма чарӑнмасть арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Округра Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе ҫыхӑннӑ акци пӗрре те чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

«Кӑнтӑрла иртсен пуҫланнӑ ҫумӑр каҫчен чарӑнмасть» — теҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӑх вӑрмана, ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫап кайса тӑкма халӗ те чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмасене каяшпа варалар мар // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ҫак вӑхӑтра ҫак ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ятарлӑ форума та пухӑнса калаҫатпӑр, анчах та, калас пулать, ҫак ӗҫе эпир кашни кун питӗ тарӑннӑн тӗпчесе, тӗрлӗ енлӗ туса пыратпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн ӗҫ пӗр кунпа нихӑҫан та чарӑнман та, чарӑнмасть те, чарӑнма пултараймасть те.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Совет Союзӗнчи халӑхсем халӗ ӗнтӗ ҫакна курса тӑраҫҫӗ: Германи фашизмӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ — мӗнпур ӗҫҫыннисене ирӗклӗн ӗҫлеме тата ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма условисем туса панӑ Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ урса кайсах, ирсӗррӗн кӗрешме чарӑнмасть.

Народы Советского Союза видят теперь, что германский фашизм неукротим в своей бешеной злобе и ненависти к нашей Родине, обеспечившей всем трудящимся свободный труд и благосостояние.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Чипер хӗрарӑм ҫав-ҫавах йӗре-йӗре ӳкӗтлеме чарӑнмасть:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ир пуҫланнӑ ҫумӑр кун каҫах чарӑнмасть теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Галина ҫаплах кӑшкӑрма, ҫаплах лӑскама чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑнпа та туй ҫыннисем Туя тума чарӑнмасть

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкес пуян майӗпе тӗр тумашкӑн чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑхӑт ҫур ҫӗрелле капашать — клубри халӑх ҫаплипех шавлама чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Эпӗ ӑна канфет та патӑм, вӑл ҫаплах чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Строительство материалӗсене мӗн чухлӗ пӗҫертет, пурпӗрех сахал пек туйӑнать Виктор Федоровича, кунпа чарӑнмасть, тата, татах хӗстерес килет ун.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Арӑм ҫаплах чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

«Халь ӗнтӗ пӗр-ик сехетсӗр чарӑнмасть», — терӗ Лавр Кузьмич, кухньӑри буфет патнелле утса.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех