Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑхӑтра вара чи шавлӑ чирлисем те, пӗчӗк сестрана вӑратас мар тесе, йынӑшма чарӑнатчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса кӑна калаҫатчӗҫ, пысӑк сестрасем вара чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ утса ҫӳретчӗҫ…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫимун пырса кӗрсенех калаҫма чарӑнатчӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чухӑнсем, ыйткалакансем нумай ҫӳретчӗҫ, пӗр-пӗр пӳрт тӗлӗнче чарӑнатчӗҫ те чӳречерен шаккатчӗҫ, сӑхсӑхатчӗҫ те типсе хытнӑ аллисене тӑсатчӗҫ.
Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662
Анчах кашни хутӗнчех сасӑсем лӑпланса, тавлашусем чарӑнатчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ку акӑ мӗнле пулса иртетчӗ: нимӗҫсем, ӑҫта нумайрах ҫаратма май пуррине суйласа илсе, пӗр-пӗр ҫурт патне машинӑсемпе пырса чарӑнатчӗҫ те пӳлӗме вӑрӑнса кӗретчӗҫ, хуҫисене хӑйсен япалисене машинӑсем ҫине хӑйсенех тиеттеретчӗҫ.
Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпӗ ларек умне пирус илмешкӗн чарӑнаттӑм, вӗсем те чарӑнатчӗҫ, вара эпӗ мӗнле пирус туяннӑ, вӗсем те ҫавнах туянатчӗҫ.Я остановился, чтобы купить в ларьке папирос, и они остановились и купили те же папиросы, что я.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртен-ҫӳрен улпутсем, е кӑнтӑрлахи, е каҫхи апат ҫиен пек туса, чӑннипех ун ҫине нумайтарах пӑхма юриех чарӑнатчӗҫ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах 10-мӗш автобус та 46-мӗш маршрутка та яланах чарӑнатчӗҫ унта, ҫынсене антарса хӑваратчӗҫ.Но и 10-й автобус, и 46-я маршрутка всегда останавливались там, людей высаживали.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
- 1