Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарлан сăмах пирĕн базăра пур.
чарлан (тĕпĕ: чарлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте харӑс хутшӑнса хушса юрламаллине юрлаҫҫӗ, Яша пичче вара, туйри кайӑксем пекех туса кӑтартать: акӑ каччӑ хура курак, юнашар ҫураҫнӑ хӗрӗ — тӗпеклӗ чарлан, акӑ ват ӳхӗ-пуп, ку евчӗ-кӑвакал, ав чарлана юратса пӑрахнӑ кӗвӗҫекен ҫерҫи, акӑ тата кайӑк-кӗшӗк туйӗнче спитч калакан ҫивӗч ӑслӑ ҫерҫи тӑмани, ку вара Яша пичче хӑй партизансен уявӗнче каланинчен кая мар калаҫать.

Все подхватывали знакомый припев, а дядя Яша изображал то грача-жениха, то невесту-цаплю с хохолком, то старого филина-попа, то сваху-утку, то ревнивого воробья, влюбленного в цаплю, то остряка-сыча, произносящего на птичьей свадьбе спич нисколько не хуже, чем делал это сам дядя Яша Манто на партизанских праздниках.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӳлте, тӗттӗмленме пуҫланӑ сывлӑшра, хулӑн ҫунатлӑ чарлан вӗҫсе кайрӗ.

Вверху в пустом вечереющем воздухе пролетел мартын на толстых крыльях и сам толстый, как кошка.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӳлле кайӑк-кӑвакал, чарлан, шыв чӑххи анса ларнине хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

7. Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет, улатӑпа та, чӗкеҫ те, тӑрна та хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ; Манӑн халӑхӑм вара Ҫӳлхуҫа саккунне пӗлмест.

7. И аист под небом знает свои определенные времена, и горлица, и ласточка, и журавль наблюдают время, когда им прилететь; а народ Мой не знает определения Господня.

Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чарлан хӑрах уран тӑнине те, текерлӗк хурлӑн кӑшкӑрашса йӑвине шыранине те…

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫыран кукринче аялта паян чарлан курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Чарлан пекех хура ураллӑ Вирьял пикисене салам!

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫуначӗсене усса шыв ҫине ларнӑ чарлан евӗр лутка-кимӗ Атӑл хумӗсем ҫинче пӗр курӑнать, пӗр ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑл ҫинче, Сӑр ҫинче, Хырлапа Ҫавал ҫинче Чарлан пек эп кумӑттӑм, Ирӗкре ҫеҫ пурнӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав тата клеткере лачакари чарлан, Илемӗ сахал ури вӑрӑмран.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑмӑлӗ сӳрӗнкӗ, пуҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр канӑҫ паман ыйтусем ҫуйкӑн чарлан пек явӑнаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Леш чарлан хӑйӗн чӗпписене пулӑ ҫитернӗ пекех валеҫсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Хӗрхенчӗ, шеллерӗ чарлан чӗпписене, каллех ҫитерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

«Эй, — терӗ пулмалла чарлан, — апла пулсан нихӑшне те памастӑп».

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ку чарлан хыҫҫӑн тата виҫҫӗн, кунтан пӗчӗкрехскерсем, вӗҫсе ҫӳретчӗҫ, кусем ун чӗпписем пулмалла, ватти — амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ҫак пулла чарлан курчӗ те Атӑла чул пек вӗлт! ҫех чӑмрӗ, авӑ, пулӑ халь ун «хыпкӑчинче».

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ара ҫырми текерлӗк, чарлан тата ытти шыв кайӑк сассипе тӑванла, чӑвашла саламлать мана.

Река Аря приветствует меня по-родственному, по-чувашски, звуком чибиса, цапли и других водяных птиц.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Кӗҫӗн Балатон — темӗн чухлӗ шапа тарҫи, чарлан, хуркайӑк, кӑвакал тата ытти кайӑк-кӗшӗк йӑва ҫавӑракан вырӑн.

Малый Балатон — прибежище громадного количества аистов, цаплей, диких гусей, уток и других птиц.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Пуплевӗн мӑнаҫлӑ именчӗк, тикӗс мар юххи те сӗвӗрӗлчӗ, чарлан ҫунатти пулӑсен чӗтревлӗ кӗмӗл юхӑмне ҫапӑннӑ евӗр кӗске те ҫыпӑҫуллӑ пулса тӑчӗ.

И его речь, утратив неравномерную, надменно застенчивую текучесть, стала краткой и точной, как удар чайки в струю за трепетным серебром рыб.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

(шыв ҫинче каллех чарлан кӑшкӑрса ячӗ)…

(Цапля опять прокричала над рекой.)

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех