Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакмалла (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе пуҫлаа 850 пин тӑваткал метр шайне хӑпарнӑ, кӑҫал та ҫак позицирен чакмалла мар.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

«Ҫук, подряд меслечӗпе кунта та ҫурт-йӗр тунӑ ҫӗрти, пӗчӗк промышленность объекчӗсем тунӑ ҫӗрти пекех ӑнӑҫлӑ усӑ курма пулать. Ҫакна хамӑрах туйса илтӗмӗр ӗнтӗ, чакмалла мар, ҫемҫешкеленмелле мар», тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эппин, малашлӑхра кадр ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхӗ те чакмалла.

Куҫарса пулӑш

Инженери «ҫӑлтӑрӗсем» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=b6gytxy4GuE

Хӗрле Ҫар чаҫӗсен ирӗксӗрех каялла чакмалла пулсан, чугун-ҫулсем ҫинчи мӗнпур подвижной состава хамӑр паталла илсе килмелле, тӑшман аллине пӗр паровоз та, пӗр вагон та хӑвармалла мар, противник аллине пӗр килограмм тырӑ та, пӗр литр горючи те хӑвармалла мар.

При вынужденном отходе частей Красной Армии нужно угонять весь подвижной железнодорожный состав, не оставлять врагу ни одного паровоза, ни одного вагона, не оставлять противнику ни одного килограмма хлеба, ни литра горючего.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

— Анфиса Ксенофонтовна, сӗте шыв хушсан унта ҫу хисепӗ чакмалла пек.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Кӑҫал пӗлтӗрхи кӑтартусенчен чакмалла мар», - терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Ҫак хӑрушӑ кунсенче Верховнӑй Главнокомандующи «Пӗр утӑм та каялла чакмалла мар!» приказ кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ял ҫӗрӗ те чакмалла теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсенчен кашни аслӑ князь ӑна мӗн тума хушасса кӗтет — камӑн ӑҫта чакмалла, мӗнле воеводӑна пӑхӑнса тӑмалла, вырӑна ҫитсен ҫарсене мӗн вӑхӑтчен салатмасӑр тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташпа вӑрҫас мар тесе нихҫан та хӑвӑн шухӑшӑнтан чакмалла мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӑмӑлах пулмасан та каялла чакмалла мар, шав малалла талпӑнмалла тесе вӗрентнӗ пире мӗн авалтан атте-анне.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

— Каялла чакмалла мар, вӗҫӗмсӗр малалла ишӗр, малалла! — кӑшкӑрчӗ Палецкий князь.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыттисен ирӗксӗрех чакмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Каменскирен чакмалла пулчӗ пирӗн, — тет Ворошилов.

— Каменскую мы сдали, — сказал Ворошилов.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ман отрядӑм 5-мӗш армипе — чугунҫул тӑрӑх пӗрле чакмалла пулнӑ пирки ҫеҫ ҫыхӑннӑ…

Мой отряд связан с пятой армией только железнодорожной колеей…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вунӑ хут вӑйлӑрах тӑшман вӗсене часах каялла чакмалла тӑвать.

Они были отброшены давлением в десять раз превосходившего их противника.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирвайхи ҫул ҫинче Кутузов кӗтсе тӑнӑ, иккӗмӗш ҫул ҫинче — мӑшкӑл тӳссе каялла чакмалла.

На первой ждал Кутузов, на второй — позор отступления.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Толь шучӗпе каялла чакмалла мар, наступление куҫмалла пулнӑ.

Толь считал, что надо перейти в наступление, а не отходить.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех