Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакаланать (тĕпĕ: чакалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пырса перӗнет, кунта килсе тӗкӗнет, карти-хурине ҫӳп-ҫапран шӑлса тасатать, ту пуҫӗнчен шӑпӑрлӑх касса анать, пахчара чакаланать — колхоз ӗҫне ӑна пит чӗнсех кайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑк тӑрри е йывӑҫ вулли — ачашӑн нимӗн те мар, чакаланать те чакаланать: ҫӳлтен тавралӑха сӑнас килет унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Балкон карлӑкӗ ҫинче сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑя чӑлт та чӑлт сиккелесе ҫӳрет, хушшӑн-хушшӑн ешчӗксенчи типсе хӑрнӑ чечек тунисем хушшинче тем чакаланать, ҫимелли шырать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗр ҫынни ватӑлсан та уяллах туртӑнать ҫав: Тимахван мучи, кӑн-кӑвак сухаллӑскер, кашни кунах ҫӗрулми кӑларма тухать, тӑватӑ касӑ ҫинче ерипен-ерипен чакаланать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ха, епле чакаланать ҫӗрулми тӗмӗсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ӑна хӑлхана «ҫаклатса илсен»каллех ун патнелле сӗвет: тӳремӗпе те вӑйкӑнать, сӑртламӗпе те чакаланать, лапам-васанне те анса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр лапсӑркка улмуҫҫи айӗнче Шӑрт Михали тем чакаланать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӑх пахчасенче чакаланать.

Людей на улице почти не видно — хлопочут в огородах,

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр ачи ҫул ҫинче чакаланать.

Другой карапуз копошится на дороге.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗкеҫ паҫӑрах тӑрса тухнӑ пулас, пахча леш вӗҫӗнче тем чакаланать.

Чегесь не было видно — она, конечно, давно на ногах и возится где-нибудь в огороде.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле ачи пахчара чакаланать иккен.

Сын Яриле возился в огороде.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл пӗр ҫӳпҫепе икшер ҫул чакаланать.

А он с одной кадкой два года копается.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пӗлтӗртенпех чакаланать.

— С прошлого года возится.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле, чӑх пек, ҫӳпҫери кив кирӗксем хушшинче чакаланать.

Яриле закопошился, как курица, в кадке с бельем.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри ҫут хӗвеле курмасӑр уйра чакаланать.

Один света белого не видит, в поле горбится.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Турӑ унпа, — уйланать Джесси, — вӑл чӑнах та чӗтреве еричченех телейсӗр, мӗншӗн тесен хӑйӗн ассилӗхӗнче ытла та вӑйлӑ туйӑмпа чакаланать, эпӗ хам ӑна тахҫанах хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, унра ытлашши нимех те курмастӑп».

«Бог с ней, — размышляла Джесси, — она правда несчастна до содрогания, потому что с такой страстью погрузилась в свое уродство, хотя я к ней привыкла и ничего особенного не нахожу. Особенное лишь то, что мы ни в чем не похожи. Пусть едет, так будет лучше для нее и меня».

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Урамри тусан ӑшӗнче чӑх-чӗп чакаланать, каҫ пулттинчи хӗвел ҫинче чӳрече кантӑкӗсем хӗрелнӗ, — пӗр чун татки ҫук; суккӑр Дей Канет кӑна, яланхи пекех, Этюх мучи пӳрчӗ умӗнче, пӗчӗк чечек пахчи тӗлӗнчи сак ҫинче ларать.

На улице, где куры полоскались в пыли и в предвечернем солнце рдели оконные стекла, ни души не было, только слепой Дей Канет сидел, как всегда, на лавочке у цветочного палисада дяди Эноха.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Гурский те ав темскер чакаланать: вӑхӑт пур пулмалла-ха.

Тем более, что Гурский еще копается: стало быть, время есть.

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чӑх урисем айӗнче чакаланать, лаша валашкине пырса кӗрет, пӳрте темиҫе хут кӗрсе тухнӑ вӑл — питӗ сӑхӑ ҫав ватӑ Ҫерҫи.

Шныряет под ногами у кур, заберется в кормушку к лошади, даже в комнаты забирался не раз, — прожорливости и нахальству старого Воробья не было границ.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.

Всегда она бывала чем-нибудь занята: или вязала чулок, или рылась в сундуках, которыми была наполнена ее комната, или записывала белье и, слушая всякий вздор, который я говорил, «как, когда я буду генералом, я женюсь на чудесной красавице, куплю себе рыжую лошадь, построю стеклянный дом и выпишу родных Карла Иваныча из Саксонии» и т. д., она приговаривала: «Да, мой батюшка, да».

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех