Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрисемпе (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тин кӑна курӑнкала пуҫланӑ вӑрӑмтунасене хӳрисемпе юлхавлӑн ҫӑт-ҫат ҫапкаласа тӑраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кимӗ хыҫҫӑнах хӳрисемпе сулкалашса слонсем утаҫҫӗ, вӗсен ҫурӑмӗсем ҫинче баядеркӑсемпе гейшӑсем лараҫҫӗ, йӑкӑлти шансонеткӑсем юрлаҫҫӗ.

За лодкой, раскачивая хоботы, выступали слоны, на спинах которых сидели баядерки, гейши, распевая игривые шансонетки.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кухня урлӑ пӗчӗк-ансӑр картише антӑмӑр, унта, ут юписем патӗнче, тӳсӗмсӗр лашасем хӳрисемпе сулкалашса тулхӑраҫҫӗ.

Через кухню мы прошли на маленький двор, где у коновязей фыркали и взмахивали хвостами нетерпеливые лошади.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Шӑпах ҫакна курчӗ Шухӑ урампа Юпа урамӗн кӗтесӗнче харӑсах вӑтӑр икӗ ҫын, паллах, нумай-нумай лашана шутламасӑр; вӗсен урисем, мӑйӗсем, хӳрисемпе ҫилхисем пӗр самантрах тӳрӗ йӗре куҫрӗҫ, янӑравлӑ «и-хо-хо!» па ӑҫта куҫ курнӑ ҫавӑнталла тапа-тапа сикрӗҫ.

Именно это увидели на углу Залихватской и Остолбенелой улиц сразу тридцать два человека, не считая множества лошадей, ноги, шеи, хвосты и гривы которых мгновенно составили прямые линии, ринувшиеся с великим «и-го-го!» куда попало.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Казаксем вӑрӑм сӑнӑсем тытнӑ, вӗсен вӗҫӗсем ҫинче лаша хӳрисемпе йытӑ пуҫ шӑммисем ҫапкаланса пыраҫҫӗ.

Казаки держали длинные копья, на концах которых болтались конские хвосты и собачьи черепа.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсене шӑна-пӑвансем кӑна кансӗрленӗ пек туйӑнать; хӑйсем патӗнчен хӳтерсе ярас тесе, хӳрисемпе ҫапкалашаҫҫӗ.

Казалось, их больше беспо-коили мухи и оводы, от которых они нетерпеливо отмахивались хвостами.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лашисем хӳрисемпе хаяррӑн ҫапкаласа шӑна-пӑвансене хӑвалаҫҫӗ.

Лошади ожесточённо махали хвостами, отгоняя мух.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Тепӗрин ҫинче хӳрисемпе ҫакӑнса упӑтесен ҫемьи сулланса тӑрать.

На другой раскачивалось, схватившись хвостами, семейство обезьян.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Качакасем урам хӗрринчи тусанлӑ курӑксене кӑшласа, хӑйсен кӗске хӳрисемпе силлесе тӑраҫҫӗ.

Козы с драной шерстью на боках щипали пыльную траву у тротуара, трясли огрызками хвостов.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сельхозснабра та, кирпӗч заводӗнче те, лесничествӑра та, лаша хӳрисемпе ҫилхисене хатӗрлекен кантурта та, ҫул-йӗр ӗҫӗнче те, утӑпа улӑм хатӗрленӗ ҫӗрте те, ҫӑмартапа чӑх-чӗп тӗлӗшӗпе те, МТС завхозӗ пулса та ӗҫленӗ.

И в «Сельхозснабе», и на кирпичном заводе, и в лесничестве, и в «Конволосе», и по дорожному делу, и по заготовкам сена и соломы, и по яично-птичным делам, и завхозом в МТС.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Пӗр мӑшӑр йӗкехӳре тытса вӗсене хӳрисемпе ҫыхса лартатчӗҫ, ҫул ҫине кӑларса яратчӗҫ те вӗсем тӗртӗ еннелле туртӑннине, пӗр-пӗрне епле ҫыртнине пӑхса хӗпӗртесе тӑратчӗҫ; хӑш чухне тата йӗкехӳрене кӑраҫҫынпа сапаҫҫӗ те вут тивертсе яраҫҫӗ.

Поймав пару крыс, связывали их хвостами, пускали на дорогу и любовались тем, как они рвутся в разные стороны, кусают друг друга; а иногда обольют крысу керосином и зажгут ее.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Почтӑн халтан кайнӑ тӗрлӗ тӗслӗ лашисем решетке ҫумӗнче тӑраҫҫӗ, хӳрисемпе шӑнасене хӑвалаҫҫӗ.

Почтовые, разномастные, разбитые лошади стояли у решетки и отмахивались от мух хвостами.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пулӑ амисем хӳрисемпе ҫапа-ҫапа шӑтӑк алтнӑ вӑхӑтра аҫисем хуралта тӑчӗҫ.

В то время как самки расчищали хвостами дно, самцы стояли на страже.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Пуҫӗсемпе, аякӗсемпе, ҫуначӗсемпе, хӳрисемпе чуллӑ ҫӗр ҫинче пысӑках мар шӑтӑк чакалаҫҫӗ.

Головой, плавниками, боками, хвостом они выбивали в каменистом дне небольшую ямку.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Тӑватӑ пулӑ аҫи, пысӑк та вӑйлӑскерсем, хӑйсене хавхалануллӑн тытаҫҫӗ: чуллӑ ҫӗре хӳрисемпе ҫапаҫҫӗ, ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ, вилнӗ горбушӑна сӑмсипе тӗрткелеҫҫӗ.

Четыре крупных, сильных самца вели себя возбужденно: били о каменистое дно хвостами, кружились, подталкивали дохлую горбушу носами.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Пулӑсемшӗн мӗн хавасланмалли пур-ха, банкӑра ишсе ҫӳреҫҫӗ те ним тума та пӗлмеҫҫӗ, хӳрисемпе ҫеҫ выляткалаҫҫӗ…

А от рыб какая радость, плавают в банке и ничего не могут делать, только шевелить хвостами…

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Кӑкарса хунӑ драгун лашисем шӑна-пӑвансенчен сыхланса хӳрисемпе ҫапкаланса тӑнӑ.

Драгунские лошади у коновязи свистели хвостами, отмахиваясь от слепней.

XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Анранӑ пулӑсем пуҫӗсемпе, хӳрисемпе пирӗн ҫара хырӑмсенчен, хулпуҫҫисенчен пырса перӗнеҫҫӗ.

Оглушенная рыба тыкалась головами и хвостами в наши животы, плечи.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех